Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ завод тăваççĕ

19 декабря 2009 г.

«Россельхозбанк» ОАОн Чăваш Ен филиалĕ «Тав» ОООна Комсомольскинче улма-çырла тата пахчаçимĕç типĕтмелли пысăк технологиллĕ завод тума 5 çуллăха пурĕ 45 миллион тенкĕлĕх инвестициллĕ кредит уйăрнă. Маларах кун пирки ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн «Россельхозбанк» ОАО правленийĕн председателĕпе Ю.Трушинпа калаçу пулнă. Завод «Сельхозтехника территорийĕнче пулать, унта ĕçсем пыраççĕ. Проекта пурнăçланă çĕрте «Тав» ОООн укçи-тенки 22,2 процентпа, кредит ресурсĕсем 77,8 процентпа танлашмалла.

Заводăн производство корпусĕ, лаборатори, административлă пÿлĕм тата хатĕр продукцине хумалли склад пулĕ. Производство тата администраци пÿлĕмĕсене 2010 çулхи февраль уйăхĕнчех хута яма палăртаççĕ. «Россельхозбанк» ОАО кредитлакан проект хресчен хуçалăхĕсенче туса илнĕ продукцие вырнаçтарас тĕлĕшпе пысăк пулăшу парĕ. Чăваш Республикинче йышăннă социаллă-экономикăлла аталану стратегине пурнăçлас тĕлĕшпе те пĕлтерĕшлĕ. Çулталăкне вăл 10 пин тонна çĕрулмипе пахчаçимĕç, 2 пин тонна панулми йышăнма пултармалла. «Иккĕмĕш çăкăртан» 1200 тонна хатĕр продукци, панулминчен - 160-200 тонна кăлармалла.

Завод тунă чухнехи тăкаксем 2,5 çултан саплашăнмалла.

Маларах палăртнă тăрăх, продукци тĕпрен илсен Хĕç-пăшаллă вăйсене тата апат-çимĕç промышленноçне сутăнмалла. Хальхи вăхăтра «Тав» компанин ушкăнĕсен РФ Оборона министерствин Çурçĕр флочĕпе, Мускав хулинчи Апат-çимĕç ресурсĕсен департаменчĕпе, Мускав улма-çырла тата пахчаçимĕç пулăшăвĕпе, Санкт-Петербургри «Приморское» хупă акционер обществипе çыхăнусем пур.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика