15 декабря 2009 г.
Хĕл кунĕсем те пучаха тулма пулăшаççĕ. Ял ĕçченĕсем ку тапхăрта çитес çулхи çуракинче акмалли тĕш тырăсен вăрлăхĕсене лайăхлатма тимлеççĕ. Шел, тульккăш, ялсенче чылай çĕрте сортировкăсем, ытти оборудовани кивелнĕ.
Ку вăхăт тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен фермер хуçалăхĕсем çитес çуракинче акма хатĕрленĕ 19748 центнер вăрлăхăн пахалăхне тĕрĕслеттернĕ. Шел те, çак шутран 7761 центнерĕ (39 проценчĕ) кăна акма юрăхлă кондицие тивĕçтерет. Çапла вара паянхи куна пахалăхне тĕрĕслеттернĕ мĕнпур вăрлăхран та 11987 центнерĕ (61 проценчĕ) кондициллĕ мар. Çакă вăл, тĕпрен илсен, тĕш тырă вăрлăхĕсем таса мар пулнинчен килет.
“Шимкусский” ял хуçалăх производство кооперативĕ тĕрĕслеве тăратнă 2157 центнер вăрлăх вара пĕтĕмпех кондициллĕ пулни палăрчĕ.
Паянхи куна Çĕнçырмари Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕ кăна тĕш тырă вăрлăхĕсене тĕрĕслеве тăратайман. “Можарский” ОООра вĕсене хатĕрлемен те курăнать.
Халăхра “Мĕн акатăн, çавă шăтать” тенĕ. Апла пулсан çĕр ĕçлекенсен пулас тухăç никĕсĕшĕн, унăн пахалăхĕшĕн нумай тăрăшма тивет.
Источник: "Ял ĕçченĕ"