23 декабря 2009 г.
Комсомольски районĕнчи “Золотой колос” хресчен-фермер хуçалăхĕн тырă пучахĕсене кăçал чăннипех ылтăн тейĕн: гектартан вăтамран 32 центнер.
Тăватă çул каялла йĕркеленĕ фермер хуçалăхне Фанис Рахимзянов ертсе пырать. Фанис Раилович Комсомольски районĕнчи Урмаелĕнче çуралса ÿснĕ. Маларах Шупашкарта пĕр предприятире инженерта, “Дуслык” строительство фирминче вăй хунă.
1999 çулта Комсомольски салинче Рамиль Рахматуллинпа “Стройсервис” акционерсен хупă обществине йĕркеленĕ. Асăннă предприяти Кĕтне тăрăхĕнче пурăнакансене паянхи кунчченех хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе савăнтарать.
“Золотой колос” фермер хуçалăхĕн офисĕ Комсомольски салинчи Промышленноç урамĕнчи 2-мĕш çуртра вырнаçнă.
- Маларах “Север” ял хуçалăх кооперативĕ вырнаçнă территорире пирĕн çĕрсем. Вĕсене уйрăм предпринимательсенчен тара илетпĕр. Çĕр лаптăкĕ 450 гектар. Урпа, сĕлĕ акатпăр. “Иккĕмĕш çăкăра” 50 гектар лартнăччĕ. Çĕр улмин “Розара”, “Удача” сорчĕсене ытларах кăмăллатпăр. Шел, кăçал унăн тухăçĕ сахалрах пулчĕ. 109 гектар кĕрхи тулă акса хăвартăмăр, - каласа парать Фанис Рахимзянов.
Тыр-пул, пахча çимĕç ÿстернисĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх те тытаççĕ. Ферма Çĕнĕ Александровка ялĕнче вырнаçнă. Унта мăйракаллă шултра выльăх - 50 пуç, вăл шутра сăвакан 6 ĕне, 100 сурăх, 10 лаша.
- Эпир виçĕ çул тыр-пул, пахча çимĕç çитĕнтернĕ, фермăсене юсанă. Выльăх кăçал тин усрама тытăнтăмăр. Фермер хуçалăхĕнче пурĕ 25 çын. Вĕсенчен ытларахăшĕ - Урмаелтен. Шалăва вăхăтра паратпăр. Ĕçе ăнтарас тесен ял хуçалăх техникине çĕнетсех тăмалла. Нумаях пулмасть çĕнĕ виçĕ трактор туянтăмăр, - паллаштарать ертÿçĕ.
- Мĕнлерех аталанать паян “Стройсервис”?
- Предприятире килĕшÿпе 20 çын ĕçлет. Тĕрлĕ наци çыннине /вырăса, тутара, ирçене, чăваша/ туслăх пĕрлештерет. Мĕн пур юсав ĕçне пурнăçлатпăр. Çул-йĕре те тирпейлетпĕр. Комсомольски тăрăхĕнче кăна мар, Патăрьел районне, Тутарстана кайса ĕçлетпĕр. Шкулсемпе ача сачĕсене, культура “çурчĕсене”, больницăсене юсаса çĕнететпĕр.
Нумаях пулмасть Комсомольски салинчи пурăнмалли виçĕ çурта хăтлас ĕçе вĕçлерĕмĕр. Халĕ Нĕркеç ялĕнчи шкула, çемье врачĕн офисне юсатпăр. Хоккей кăшкарне вырнаçтаратпăр.
- Апла эсир строительствăпа çыхăннă тĕрлĕ ĕç пурнăçлатăр?
- Çапла. Ăшă, шыв кĕртетпĕр, ванна, душ пÿлĕмĕсене йĕркелетпĕр.
- Сирĕн ĕç-хĕл тĕрлĕ енлĕ. Епле ĕлкĕретĕр?
- Самана çивĕч, йăрă пулма хистет. Çамрăк чухне ытларах ĕçлемелле. Мĕн ачаран çĕр çинче тăрмашнă. Аттепе анне те ĕмĕрĕпех “Алга” колхозра вăй хунă. Çĕре пушă вырттарни çылăх пек туйăнать.
- Паянхи кун мĕн пăшăрхантарать сире?
- Çамрăксем яла юлманни, çĕр ĕçĕнчен писни. Ял хуçалăх специалисчĕсене, механизаторсене тупма йывăр. Хĕрсем фермăна каясшăн мар. Пурте хуланалла туртăнаççĕ, аслă пĕлÿ илесшĕн. Тепĕр 10 çултан ялта суха тăвакан, тыр-пул ÿстерекен пулĕ-ши?
- Лару-тăрăва улăштарма мĕн тумалла?
- Патшалăхăн ял хуçалăхне аталантарма укçа-тенкĕ ытларах уйăрмалла, тыр-пул, пахча çимĕç хакĕсене йĕркелесе тăмалла. Лайăх ĕçшĕн тивĕçлĕ тÿлев пултăр.
Источник: "Хыпар"