Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш тымарĕ ялта

11 декабря 2009 г.

Кашни халăхăн хăй юратакан тĕп ĕçĕ пур. Чăвашсемшĕн чи хисепли, чи сумли - çĕр ĕçĕ. ЧР ял хуçалăх министерствипе Чăваш наци конгресĕ Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалласа ирттерекен саккăрмĕш, черетлĕ телетĕпелте кăçалхи акапа вырма паттăрĕсене тата выльăх-чĕрлĕх ăстисене чысларĕç.

- Эсир мана паян çĕр ĕçĕсĕр, ял пурнăçĕсĕр хăвартăр тăк, тÿрех калатăп, эсир манăн кун-çула туртса илетĕр, - терĕ Çĕрпÿ районĕнчи «ВДС» хуçалăх механизаторĕ И.Романов. Тăван ялĕнчен нихăçан та уйрăлман вăл. Çĕре, техникăна юратни Изосим Федоровича яланах пысăк кăтартусемпе вăй хума май парать, пулăшать, хавхалантарать. Кашни çулах малтисен ретĕнче вăл. Кăçалхи çур акинче хуçалăхра пĕрремĕш, районта иккĕмĕш пулчĕ. Акаçăсен республикăри конкурсĕнче вара çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ.

- Хула мана нихăçан та илĕртмен, - терĕ Красноармейски районĕнчи «Красное Сормово» хуçалăхри сĕт-çу фермин пуçлăхĕ Е.Алексеева. Çĕннине, пахине çул парассишĕн, пурнăçа кĕртессишĕн çунать Елена Григорьевна. Çакă ÿсĕм тума май парать те. Виçĕм çул кашни ĕнерен 4535 килограмм сĕт суса илнĕ пулсан, пĕлтĕр 4703 килограмм.

- Çывхарса килекен Çĕнĕ çула 5 пинлĕ кăтартупа кĕтсе илĕпĕр, - паллаштарчĕ хăйсен тĕллевĕсемпе телетĕпелте Е.Алексеева.

Чуна парса тăрăшсан экономика кризисĕ те хăрушă мар. Йĕпреç районĕнчи «Путиловка» хуçалăх умне хăй вăхăтĕнче йывăрлăхсем тухса тăнă. Анчах та районти строительство организацийĕ пулăшнипе ура çине тăма пуçланă вăл. Çакăн çинчен Фаина Митрофановна Захарова савăнса та мăнаçланса каласа пачĕ. Вăрах вăхăт юхăнса выртнă çĕр лаптăкĕсенчен 385 гектарне пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Тухăç та ÿссе пырать. 2007 çулта гектартан 9, 4 центнер çеç тĕш тырă илнĕ пулсан, кăçал вара 32, 3 центнера çитернĕ. Республикăра тепĕр енĕпе те палăрса тăрать «Путиловка» агрофирма. Кунта качакасем ĕрчетеççĕ.

Усăсăр выртакан çĕр, çил вылякан витесем ялшăн çунакан кашни çыннăн чунне ыраттараççĕ, пăшăрхантараççĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнче çуралса ÿснĕ В.Ермолаев, çĕршывăн тĕрлĕ стройкинче ĕçленĕскер, чăтса тăрайман - «Сентрем» агрофирма йĕркеленĕ, хăйĕн укçи-тенкине шеллемесĕр вăрлăх, выльăх-чĕрлĕх, техника туяннă. Çак тăкаксене саплаштарас, ака-сухаран, вырмаран пушă чухне ял çыннисене ĕç вырăнĕ туса парас тесе хăма тата ытти материал хатĕрлекен цех уçнă. Пиллĕкмĕш çул çитрĕ агрофирма йĕркеленнĕренпе. 50 çын тăрăшать унта. Тĕпрен илсен выльăх-чĕрлĕх çитĕнтереççĕ Валерий Геннадьевич ертсе пыракан хуçалăхра. Паянхи кун пĕтĕмпе 123 пуç пăру. Вĕсем куллен 882 грамм ÿт хушаççĕ. 86 гектар çинче - выльăх апачĕлĕх тĕрлĕ культура çитĕнет. Çĕр улми те туса илме пуçланă.

Урăхла каласан, Хуракасси ĕçсĕрлĕхпе ĕçкĕлĕхĕн шанчăк-сăр хумĕпе мар - савăнăçлă та ырă малашлăх шавĕпе кĕрлеме пуçланă.

Комсомольски районĕнчи «Çĕр улмине мухтав» агрофирма механизаторĕ Л.Ильин, Çĕмĕрле тăрăхĕнчи «Комбинат» хуçалăхăн тĕп агрономĕ А.Концов, Шăмăр-шă районĕнчи «Исток» общество ертÿçи Ю.Старков, Куславкка районĕнчи В.Семенов фермер тата ыттисем пирки те ăшă сăмахсем янăрарĕç телетĕпелте.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика