Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх усраççĕ – пуян пурăнаççĕ

23 декабря 2009 г.

ПАТИРЕКЕ каймассерен килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă усракан çынсемпе тĕл пулма тăрăшатăп. Ĕçчен те харсăр çынсемпе курса калаçнă хыççăн кăмăл çĕкленет: картиш выльăхпа илемлĕ вĕт-ха, ĕне, сысна, сурăх, хур-кăвакал, чăх-чĕп усракансем нихăçан та «Ялта ĕç çук» тесе лармаççĕ.

Акă, Р.Севрюгин хуçалăхнех илер. Пĕр ĕнепе пăру, тăхăр сысна амипе пĕр сысна аçи, вăтăр ытла сысна çури, вун сакăр сурăх усраççĕ. Севрюгинсем вĕлле хурчĕсем те тытаççĕ, пылне сутмалăх та туса илеççĕ.

А.Камалетдинов та – чăн-чăн хресчен. Виçĕ ĕнепе ултă пăру усрать Ансар, лаша та пур. Ф.Каленов хуçалăхĕнче те виçĕ ĕнепе çичĕ пăру.

Пĕр тăван Радикпа Фаик Хамдеевсем те выльăх усраса тупăш кураççĕ. Икĕ хуçалăхра та виçшер ĕне, ултшар пăру усраççĕ, вĕлле хурчĕсем йышлă ĕрчетеççĕ. Паллах, пĕр тăвансен лашисем те пур. Ф.Каленов хуçалăхĕ пирки те ырласа кăна каламалла. Картиш тулли выльăх вĕсен, хăйсенчен ытлашши сĕтпе аш-какая сутса укçа тăваççĕ.

В.Карсаков хуçалăхĕнче те – виçĕ ĕне, ултă сысна ами, виçĕ пăру, лаша.

Патирексенчен Палтиелсем те тĕслĕх илеççĕ. Х. Азизовăн хуçалăхĕпе паллашма тиврĕ. Хатып Феткулисламович виçĕ ĕне, çичĕ пăру, вун пилĕк сурăх, çирĕм пилĕк хур усрать, икĕ лаша тытать. Пахча вĕçне кÿлĕ чавтарнă та, илемлĕ кану вырăнĕ туса хунă.

Ĕçчен çынсене çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп, килес çул та вĕсем килти хуçалăх пуянлансах пытăр тесе чунтан тăрăшасса çирĕп шанатăп.

М.АХМЕРОВ, Палтиел ял поселенийĕн пуçлăхĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика