Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаваслă ĕç - чун канăçĕ

09 декабря 2009 г.

Çамрăксем хальхи вăхăтра пурăнма çăмăл пулманни çинчен пĕрин хыççăн тепри ÿпкелешсе калаçнине илтме пулать. Пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхсене вĕсем тÿрремĕнех тивĕçтермелли ĕç шыраса тупма май çуккипе, шалу пĕчĕк пулнипе сăлтавлаççĕ. Элпуç ялĕнче пурăнакан Захаровсем – Валерипе Светлана вара çак шухăшпа пачах килĕшмеççĕ.

– Ÿркенмен çыншăн яланах ĕç тупăнать. Ялта пурăнаканăн укçа ĕçлесе илмелли майсем ытларах та пулĕ. Мĕншĕн тесен эпир тĕп ĕçри пушă вăхăтпа усă курса килти хушма хуçалăхра кирлĕ таран пахча çимĕç туса илме, выльăх-чĕрлĕх самăртса сутма пултаратпăр. Хула çыннин вара çакăн пек майсем çук, - тет кашни кунхи ĕçе хавхалануллă кăмăл-туйăмпа пурнăçлакан, чун канăçне ĕçре тупнă кил хуçи хĕрарăмĕ. Светлана вашават, çирĕп шухăш-кăмăллă çын пулни ăна пĕрре курсах паллă. Çулĕпе çамрăк, вăтăртан анчах иртейнĕ, апла пулин те ĕçре пиçĕхме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ вăл. Ахальтен мар вĕсем мăшăрĕпе, Валерипе иккĕшĕ килти пысăк хушма хуçалăха йĕркелесе пыраççĕ. Захаровсем выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ, çавна май вĕсен пурнăçĕ те çителĕклĕ, тулăх пурăнаççĕ. Хальхи вăхăтра харăсах икĕ ĕне сăваççĕ, вĕсен пăрушĕсем кунпа мар, сехетпе ÿссе çитĕнеççĕ тейĕн. Картара çитĕннĕ икĕ вăкăр, кĕçех пăруламалли пушмак пăру тăраççĕ. Унсăр пуçне, путекĕсене пурне те шутласан, 46 пуç сурăх, йышлă вĕлле хурчĕ тытаççĕ. Чăх-чĕп, хур-кăвакалсен шучĕ те çук. Çакăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма мĕн чухлĕ апат хатĕрлесе хăвармаллине, кашни кунхи ĕçе пурнăçлама мĕн тери пысăк вăй-хал, чăтăмлăх кирлĕ пулнине пурте ăнланма та пултараймĕç. Харсăр çемье нимĕнле йывăрлăха та парăнмасть, ĕç вара вĕсенчен хăйсенчен хăраса тăрать.

Захаровсен виçĕ пăхаттир ывăл çитĕнет. Ашшĕпе амăшĕ ачисен пулăшăвне юлашки çулсенче самай туякан пулса çитрĕç. Асли, Костя, вуннăмĕш класра вĕренекенскер, халĕ чи йывăр ĕçсене те никам хушнине кĕтсе тăмасăрах пурнăçлама пултарать. Алешăпа Николай та шкултан таврăннă хыççăнах выльăхсене апатлантарма тухаççĕ, ай сарăмне тасатаççĕ. Çакă ачасен кулленхи ĕç йĕркине кĕнĕ. Ашшĕпе амăшĕн ытти ĕçсем те нумай пулнине ывăлĕсем лайăх пĕлеççĕ. Анчах хăш вăхăтра канма ĕлкĕреççĕ-ши вĕсем; Кашни кун ир-ирех вăранаççĕ те ял халăхĕнчен сĕт пуçтараççĕ. Унччен вара Светлана хăйсен килĕнчи ĕнисене сума, Валери картиш тулли выльăх-чĕрлĕхе апатлантарма, ай сарăмне тасатма ĕлкĕрет. Захаровсен кун тăршшĕнчи ĕçĕ çакăнпа анчах та вĕçленмест. Вĕсен «Эмметево» ОООри тĕп ĕçĕ те яваплă. Валери склад заведущийĕ пулса тăрăшать, Светлана – сысна фермин заведующийĕ тата ветеринар. Ăçтан, епле ĕлкĕреççĕ;

– Ĕçлемелле, унсăрăн пурлăхлă пулаймăн. Ачасене вĕрентсе çын тумалла, пурнăç çулĕ çине кăлармалла, - тет кил хуçи. Çак сăмахсем çумне урăх мĕн хушса калайăн.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика