09 декабря 2009 г.
Тăван тавралăх илемĕшĕн, унăн хăтне ÿстерессишĕн тăрăшаканшăн кирек хăçан та çанă тавăрса ĕçлеме вăхăт пур. Çак тĕрĕслĕхе иртнĕ кунсенче район администрацийĕн çут çанталăк хÿтĕлевĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕпе Г. Симаковпа Ярославка ял тăрăхĕнчи Нискасси ялĕнчи Константин Лукич Водянов патĕнче пулса курсан тепĕр хут ума кăлартăм. Маларах иртсе çакна çеç калатăп: К. Водянов – çут çанталăкăн чăн-чăн юлташĕ, тусĕ. Хăй тăван тавралăха юратнине вăл кулленхи ĕçĕпе çирĕплетсе пырать, çак ĕçре ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Çакнашкал çынсем паян та пирĕн хушăра пулни ыранхи куна шансарах пăхтарать, малашлăх тĕллевĕсене çуратать.
Константин Лукич лартса ÿстернĕ хырлăхпа пыратпăр. Çут çанталăк илемĕшĕн тăрăшакан 75 çулхи арçын иртнĕ кĕркунне кунти йывăçсен аялти тураттисене иртсе тухнăран вăрманпа иртме питех те кăмăллă. Калаçма та шÿтлеме ÿркенмен асатте калаçать те калаçать.
– Пĕлетĕн-и? – ыйтуллăн пăхрĕ вăл ман çине, – эпĕ тăван тавралăха йывăç лартса илем кÿресси пирки ача чухне шутламан та. Йăх-несĕл таврашĕнче пирĕн йывăç лартма ÿркенекен çын пулман пулсан та тата хам çак ĕçе ачаран хăнăхнине пăхмасăрах шкулта вĕреннĕ чух манăн поэт пулас килетчĕ. Сăвăсемпе интересленеттĕм. Вĕсемпе пĕрлех математика, физика, хими предмечĕсене интересленсе вĕренеттĕм. Анчах 7 класран малалла вĕренме май килмерĕ те ĕçе пикентĕм. Ĕмĕр тăршшĕпех асатте-асаннесен ĕçне малалла тăсрăм.
Çĕр ĕçĕпе пуйса каяймăн теççĕ, анчах манăн çĕнĕ пĕлĕшĕмĕн ку тĕлĕшпе те хăйне евĕр курав. Çĕр çинче ĕçлессине иккĕмĕш вырăна хуракансене сивлет вăл. «Çĕр çинче ĕçлесе пуяймастăн тенине чунăмпа хирĕçлетĕп. Çĕр вăл хăй пуянлăх. Вăл çынна тăрантарать те, тумлантарать те, инкек-синкекрен те сыхлать. Çакна валли унпа ĕçлеме, ăна юратма пĕлмелле», – хастаррăн калаçать Константин Лукич Потап варĕнче хăй вăйĕпе пĕвеленĕ, хĕл умĕн уçса янă пĕве патне пырса тухнă май.
Анчах пирĕн тĕллев çичĕ çул каялла тунă пĕвесене (вĕсем иккĕ) курасси мар. Иртнĕ кĕр кунĕсенче К. Водянов Нискасси ялĕ çумĕнчи çырмара хăйĕн вăйĕпе виççĕмĕш пĕве пĕвеленĕ. Çитес çуркунне кунти тавралăх илемлĕрех пуласси пирки паян иккĕленÿ çук.
– Ку эсир хăвăр вăйпа пĕвеленĕ виççĕмĕш пĕве. Тăван тавралăха йывăçсем лартнипе пĕрлех пĕвесем пĕвелесси сирĕн ăçтан пуçланнă-ха; – ыйтатăп Константин Лукичран. Çĕнĕ пĕве çинче Г. Симаковпа чарăнса, пĕве хÿри ăçта çитессе кăтартса ăшшăн кулса илчĕ вăл:
– 1985 çулта ял варринчи пĕвене пулă тытма кайрăм та мăшăрăмăн çуралнă кунне валли питĕ хитре пулăсем тытрăм. Тăвансемпе вĕсене шаритлесе çинĕ чух ялти пĕр мучи ĕлĕкрех пахча хыçĕнчи пĕвене епле пăхса тăни çине сăмах кĕрсе кайрĕ. Унтанпа нумай вăхăт иртсен те çав юмах асран каймарĕ. Нумай шутласа çÿрерĕм кун пирки. Горбачевпа пĕрле çĕршыва çĕн йĕркелÿ варкăшĕ килсе кĕрсен, хамăн ятăмпа сад тăвас тата кÿлĕсем йĕркелес ĕмĕт пурнăçланатех тесе пĕрремĕш утăм турăм: 90-мĕш çулсем пуçламăшĕнче тăван тавралăха лайăх пĕлнĕрен Потап варĕпе юнашар 60 сотка çĕр виçтертĕм, – каласа парать паян çут çанталăк тусĕ К. Водянов.
Çак утăмран пуçланнă ĕнтĕ ку тăрăхра уйрăм çын тытса тăракан вăрман-сад çĕкленесси тата кÿлĕсем йĕркеленесси. Çут çанталăк тусĕн паян кунта 3 гектара яхăн çĕр, Потап варĕнчи икĕ кÿлĕ. Виçсе илнĕ çĕр çинче паян чылай пысăк хырсемпе чăрăшсем, улма йывăççисемпе чие тĕммисем ÿсеççĕ, шывпа тулли кÿлĕсенче пулăсем шăмпăлтатаççĕ.
Ырă ĕç вăл хăватлă юхан шыв пекех, малалла иртнĕçемĕн вăйланса та капмарланса пырать. Акă пĕрре пуçăннă ĕçе малалла тăсса Кĕçтенкке мучи иртнĕ кĕркунне ял çумĕнче тепĕр пĕве пĕвелесе лартнă, теприне валли те вăлта хунă.
Кĕçтенкке мучин çут çанталăка юратасси – ăруран ăрăва куçакан пулăм. Çак енпе йăхри Пĕчĕк Петĕр – К. Водяновăн ватă аслашшĕ – хăй ячĕллĕ вăрман лартса хăварни те ку еншĕн паян çырла-кăмпа вырăнĕ. Çак ĕçе сыхласа хăварса малалла аталантарасси – Кĕçтенкке мучин паянхи тĕллевĕ.
– Çулсем иртнĕ май пирĕн хамăр çинчен çеç мар, ачасемпе мăнуксем пирки те шутламалла. Хамăр хыççăн вĕсем валли мĕн хăваратпăр; Усал ят хăварма çăмăл, анчах пирĕн ыррине ытларах хăвармалла. Ырри ыррине çул парать, – кăмăллăн калаçать Кĕçтенкке мучи.
Хăй ĕмĕтне пурнăçласа пирĕн çĕнĕ пĕлĕшĕмĕр сад, вăрман лартмалли, пĕвесем пĕвелемелли çĕрсене 3 гектара яхăн 49 çуллăха арендăна илнĕ.
Константин Лукича хут вĕренмен çын теейместĕн. Нискассинчи шкулта 7 класс вĕренсе пĕтернĕ Кĕçтук Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренме кайма шут тăвать, анчах экзамен тытайманнипе каялла таврăнать. «Атте мана питĕ вĕрентесшĕнччĕ, анчах ку çул мана валли пулаймарĕ пулас. Ара, çĕр çинче ĕçлеме çуралнă çын пĕлĕтре вĕçеймест вĕт», – ăшшăн кулса калаçать иртни пирки пĕртте кулянмасăр Константин Лукич.
Кĕçтенкке мучи арçын тивĕçне пурнăçласа çарта пулнă, строительство батальонĕнче службăра тăнă. Çавăнпах пулĕ строительство ĕçĕсене кăмăллать те вăл. 1953 çулта çемье çавăрнăскер, К. Водянов мăшăрĕпе 4 ача çуратса ÿстернĕ. Ĕç ĕмĕрĕнче вара тракторпа та, «хир карапĕпе» те чылай эталон-гектар ĕç пурнăçланă.
Константин Лукичпа тата унăн ырă шухăш-кăмăлĕпе паллашнă хыççăн умра 75 çулхи арçын тесе калаймăн та. Çут çанталăка юратнинче унăн сывлăхĕ, кун-çул утти тата малашлăха шанни.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"