Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннисем ĕçлес хавхалануллă

25 ноября 2009 г.

Экономикăпа пурлăх тата АПК аталанăвĕ управленийĕ кашни çулах районти ял хуçалăх коллективĕсем выльăхсене хĕл каçарма мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслет.
Управлени начальникĕ В.Ванеркепе Е.Михайлова тĕп зоотехник маларах “Шимкусский” тата “Новый путь” ЯХПКсене çитсе курнă, фермăсенчи лару-тăрăва тĕпченĕ, кирлĕ сĕнÿсем панă, çитменлĕхсене кăтартса хăварнă. Иртнĕ ытларикунхи тĕрĕслеве çак йĕркесен авторне, “Ял ĕçченĕ” хаçат журналистне те хутшăнма тÿр килчĕ.
Малтан “Красная Чувашия” ЯХПКн ĕне фермине çитрĕмĕр. Паянхи куна енĕшнăрвашсен 175 сăвакан ĕне шутланать. Пушмак пăрусем те пур. Ĕне тата сысна фермисен заведующийĕ Т.Федотова кĕтсе илчĕ пире. Таисия Николаевна кĕскен хăйсем мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. И.Герасимова, А.Данилов, А.Григорьева, В.Федотова, Е.Иванова, В.Васильева операторсем сăваççĕ ĕнесене. Ирина Лукиничнан кăтартăвĕсем лайăхрах. Çÿлерех вырнаçнă витене кĕрсен, транспортер сасси илтĕнмерĕ. “Ĕнер темĕн пулчĕ, юсаймарăмăр-ха”, – тесе пĕлтерчĕç. Нумаях пулмасть “ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ята илнĕ В.Васильева доярка чупкаласа кăна çÿрет. Тулли михĕсене лав çинчен илсе пÿлмене ярать, хăй пăхакан кашни ĕне патне çитсе çаврăнма ĕлкĕрет, лăпкаса та илет вĕсене. А.Данилов оператор пирки те асăнса хăвармалла. Андрей Иванович нумайранпа ĕçлет кунта, ырă сăмаха тивĕçлĕ пулнă. Ĕне сунă çĕрте ĕçлекен арçын республикăра та сахал пуль. Маттур вăл. Ĕнесем пăрулакан уйрăмра таса, типĕ. Транспортер чиперех ĕçлет иккен. “Пăру кун çути курчĕ паян эсир килес умĕн. Татах пур-ха пăруламалли ĕнесем”, – пĕлтерчĕ кунта ĕçлекен Г.Павлова. Çамрăк выльăхсем валли витерех уйрăм клеткăсем хатĕрлесе лартнă. Пĕр-иккĕшне ачашласа илме те май килчĕ. Питĕ илĕртÿллĕ курăнаççĕ тин кăна çутă тĕнчене килнĕскерсем. Пушмак пăрусене шыв ĕçтерме вăраха ямасăр шланг илсе пама сĕнчĕç тĕрĕслевçĕсем.
Ленин ячĕллĕ ЯХПКри ĕне ферминчи ĕçсене Г.Симушкин йĕркелесе тăрать. Кунта 205 сăвакан ĕне пур. Вĕсене Э.Денисова, В.Денисова, Т.Максимова, Т. Александрова, Р.Корнилова, М.Кращенко операторсем пăхаççĕ. Силос шăрши сăмсана кăтăклать, ку апат пахалăхлă пулас тăрмăшсен. Сăвакан ĕнесем патĕнче типĕ, таса, транспортер ĕçлет. Ют çынсем килнине сиссе-ши, ĕнесем муклатса сасă пама тытăнчĕç. В.Дмитриев, Ю.Соловьев, В.Герасимов лавçăсен маттурлăхне палăртрĕç кунта. Тепĕр икĕ витене çитсе куртăмăр. Çĕмрĕк чÿречесене выльăхсем тивмелле мар хуплама, апатпа перекетлĕ пулма, ĕнесемпе пăрусен сывлăхне тата ытларах тимлĕх уйăрма сĕнчĕç тĕрĕслекенсем.
“Красная Чувашия”, Ленин ячĕллĕ ЯХПКсен ертÿçисем В.Моисеевпа В.Николаев та пулчĕç тĕрĕслевре, май килнĕ таран çитменлĕхсене пĕтерме пулчĕç. Çăмăл мар чăнах ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене. Апла пулин те вĕсем хавхалануллă, ĕçлес кăмăллă. Йывăрлăхсенчен шикленмеççĕ выльăх пăхакансем, ĕнесене ăнăçлă хĕл каçарса вĕсенчен ытларах продукци илессишĕн тимлеççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика