25 ноября 2009 г.
– Халиччен лавккара сĕт-çу, аш-какай, çăмарта туянса курман – пурте хамăрăн, – тет район центрĕнчи Ленин урамĕнче пурăнакан, Шăмăршă типографийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Л.Борисова. – Ялта пурăнса та выльăх усраман çынна эпĕ кахал çын тенĕ пулăттăм...
Борисовсем унччен те выльăх-чĕрлĕх тытмасăр тăман – кунĕпех ĕçре пулнă чухне те картишĕнче выльăх чунĕ пулнă.
Халĕ те Людмила Георгиевнапа Федор мăшăрĕ икĕ ĕне, сысна, йышлă чăх-чĕп усраççĕ, сурăхсем те пур. Качака – икĕ пуç.
Çакна та каласа хăварас килет: Шăмăршăра кăркка усракансем питĕ сахал. Борисовсем кăркка усрас тĕлĕшпе те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Кăçал кăна ĕçчен çемье икĕ пăру ÿстерсе сутнă. Пенси укçи çумне хушма тупăш мар-и-ха ку;
Район центрĕнче пурăнакансенчен чылайăшĕ выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усрама пултараççĕ. Ÿркенмелле кăна мар. Вара сĕтел те тулăх пулĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"