03 ноября 2009 г.
Николай Федоров республикăри строительство комплексĕсен организацийĕсен тата АПК предприятийĕсен ертÿçисен «çавра сĕтелне» хутшăннă. Сÿтсе явнă тĕп ыйту - яллă вырăнта пурăнакан тата ĕçлекен граждансем валли лартакан уйрăм тата нумай хваттерлĕ çуртсен строительствине кредитласси. Асăннă темăна ахальтен хускатман. Ку - «Россельхозбанк» АУО правленийĕн председателĕн Юрий Трушинăн пирĕн республикăри визичĕ вăхăтĕнче ялти строительствăна кредитлас пирки килĕшсе татăлнине малалла сÿтсе явни.
Паянхи çăмăл мар условисенче Раççейри финансăн пысăк организацийĕсенчен пĕри çурт çĕклеме пулăшни чăннипех пархатарлă. Хальхи вăхăтра «Россельхозбанк» АУО ялта пурăнакан тата ĕçлекен граждансене хваттер, çĕр лаптăкĕпе пĕрле çурт туянма, пурăнмалли çурт лартма «пуçланă строительствăна вĕçлесси тата çĕр лаптăкĕ илесси те çав шутра» ипотека кредичĕ парать, юридици сăпатĕнче тăракансене ялта ĕçлесе пурăнакансем валли уйрăм тата хушма хуçалăхлă çурт-йĕр çавăрма кредит уйăрать.
Канашлăва хутшăннисем хальхи строительство пирки тĕплĕн калаçнă. Ыйту сахал мар: илемлĕ коттедж поселокĕнче выльăх-чĕрлĕх усрама вырăн тупăнĕ-и е хушма хуçалăха аталантарас текенсен çурчĕсене ятарлă вырăнта çĕклемелле-и; Хăтлă çуртсен хакне чакарас тесен мĕн тумалла;
- Пуçаруллă çынсен тата тĕплĕ шухăшласа хатĕрленĕ проектсем кирлĕ. Вара мĕн палăртни пурнăçланасси иккĕлентермест, - палăртнă президент ялти строительство ыйтăвне пĕтĕмлетнĕ май.
Президент Раççей ял хуçалăх банкĕ пулăшнипе республикăра малашлăх проектне - агропромышленность комплексĕнчи предприятисенче ĕçлекенсем валли уйрăм тата нумай хваттерлĕ çурт-йĕр тăвассине пурнăçа кĕртессине пĕлтернĕ. Патшалăх çамрăк специалистсене çурт-йĕр хакĕн 70 процентне саплаштарма пулăшĕ. Ыттине хуçи е ĕçе илекен хывĕ. Ялта пурăнакан ытти категоришĕн те патшалăх субсидийĕ пама пăхнă - уйрăм çурт е хваттер хакĕн 45 процентне тÿлеме.
Президент строительство ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă кулленхи ыйтусене татса пама ĕç ушкăнĕ йĕркелеме тата унăн ларăвне уйăхра икĕ хутран кая мар ирттерме ыйтнă. Ĕç ушкăнĕн йышне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн икĕ çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев, хула строительствин тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров, çавăн пекех Республикăри капиталлă строительство управленийĕн директорĕ Энвер Аблякимов тата Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Ирина Письменская кĕнĕ.
Республика ертÿçи пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе темиçе проект - нумай хваттерлĕ тата хуралтăсемлĕ е вĕсемсĕр уйрăм çуртсем - хатĕрлемеллине палăртнă. Тĕрлĕ мел пурнăçа кĕртме пулать: сăмахран, поселок варринче хулари пек коттеджсем вырнаçĕç, хĕрринче - хушма хуçалăх тытса пыма, пахча çимĕç çитĕнтерме, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме май паракан çĕр участокĕллĕ çуртсем.
Чи кирли - пуриншĕн те пурăнмалли çурт-йĕр илемлĕ, меллĕ, тивĕçтерекен хакпа пултăр. Кунта пулас хуçисен шухăш-кăмăлне шута илнипе пĕрлех вĕсене малта пыракан архитектура мелĕпе паллаштармалла, çĕннине сĕнмелле. «Çавра сĕтел» хушшинче сÿтсе явнă ыйту - «Яллă вырăнта пурăнакан тата ĕçлекен граждансем валли уйрăм, нумай хваттерлĕ çурт-йĕр тума кредитласси» - Чăваш Ен Президенчĕ алă пусса çирĕплетнĕ протокол никĕсне хывăннă.