Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тайма пуç сире, çĕр ĕçченĕсем!

28 октября 2009 г.

Çĕр ĕçченĕшĕн чи яваплă тапхăрсем – çур акипе вырма – хыçа юлчĕç. Мĕн акни-лартнине пуçтарса кĕртнĕ. Тухăç кама савăнтарчĕ, кама пăшăрхантарчĕ пуль. Халь пурте пÿлмере: çакă паха. Кĕр мăнтăрĕпе, умра çăкăр пуррипе чăннипех те савăнмалла.

Тырри-пулли, çĕр улми, пахча çимĕçĕ пуçтарăнса кĕриччен çĕр ĕçченĕн мĕн чухлĕ тăрăшмалла! Тăраниччен çывăрайман каçсен, пăшăрханусен шучĕ те çук пуль. Аксассăнах мĕнле шăтса тухасси, кĕр енне кайсан епле пуçтарса кĕртесси аванах шухăшлаттарать.

Пуç усмасть ял çынни, йывăрпа пулсан та нăйкăшмасăр малалла талпăнать. Чăтăмлăхĕ вара унăн такама валли те çитет, мĕншĕн тесен вăй-хăват ăна çĕр-аннемĕр хăй парса тăрать. Ял хуçалăх продукцийĕ йÿнĕ пулсан та пус çумне пус хушать, тенкĕне çавăрать. Çĕр ĕçченĕ пурăннă чух çĕр-шыв та пурăнать.

Пирĕн умран çăкăр татăк тăманнинче трактористсен, комбайнерсен тÿпи пысăк. Вĕсем хăйсене шаннă тивĕçе кирлĕ шайра пурнăçланăран тыр-пул тата ытти культура та лайăх çитĕнчĕ, вăхăтлă пуçтарăнса кĕчĕ. Паян, кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн, чи маттуррисен ячĕсене те асăнса хăварас килет.

Кăçал вырмари кăтартусемпе республика чемпионĕ ятне КЗС-1218 «Палессе» комбайнпа 31 пин центнер ытла тĕш-тырă çапса тĕшĕленĕ Александр Чихин çĕнсе илнĕ. Вăл Ш. Куликовăн фермер хуçалăхĕнче вăй хурать.

«Исток» çĕр ĕç фирминчи Николай Тихонов çÿлерех асăннă маркăллă комбайнпа 18983 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ.

«Батыревский» уçă акционерла пĕрлешĕвĕн комбайнерĕ Геннадий Арланов КЗС-812 «Палессе» уй-хир карапĕпе 6799 центнер пухса илнĕ.

«АКРОС-530» комбайнпа Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче вăй хуракан Александр Французов 10403 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ.

«Красное знамя» кооперативра тăрăшакан Сергей Пайдютов çÿлерех асăннă маркăллă комбайнпа тата та пысăкрах кăтарту тунă – 15100 центнер.

«Дон-1500Б» комбайнсемпе «Красное знамя» кооперативри Николай Чернов – 14986, «Труд» хуçалăхри Александр Васильев 11985 центнер тĕш-тырă пуçтарса кĕртнĕ.

Николай Узалуков та «Труд» ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшать. Вăл вырмана «Енисей-1200» комбайнпа хутшăнса 5992 центнер пĕрчĕллĕ культура çапса тĕшĕленĕ.

Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминчи Александр Волков кăçал яваплă тапхăра «Класмедион-310» комбайнпа хутшăнчĕ, 10405 центнер тĕшĕлеме пултарчĕ.

СК-5 «Нива» комбайнпа ĕçлекенсем хушшинче «Исток» çĕр ĕç фирминчи Александр Патшина çитекенни пулман. Вăл вырма вăхăтĕнче 8797 центнер тырă пуçтарса кĕртнĕ.

Пĕрисене мухтаса теприсене хурлас килмест. Яваплă тапхăрсем вăхăтра тата ăнăçлă иртчĕр тесе пурте тăрăшрĕç. Çавăн пекех выльăх апачĕ янтăланă, çĕр хатĕрленĕ, тĕш-тырă турттарнă çĕрте тимленĕ механизаторсемпе шоферсене те асăнса хăварас килет: А. Анюров («Красное знамя»), А. Пыркин («Батыревский»), Н. Волков (Ленин ячĕллĕ), Н. Салеев («Труд»), М. Кузьмин («Исток»), Г. Лаврентьев («Красное знамя»), Н. Раков («Батыревский»), Ю. Батманов («Звезда»), Л. Силюков («Красное знамя»), Ю. Андреев («Исток»), Н. Лаврентьев («Труд»), А. Патшин («Исток»), А. Французов (Ленин ячĕллĕ), С. Галкин («Исток»), В. Чернов («Красное знамя»), В. Семетов («Труд»), Н. Журавлев («Батыревский»).

Тайма пуç сире, çăкăр çитерекенсем! Сирĕн кашнин ятне хаçат страницисенче çырсан та начарри пулас çук. Сывлăхăр ан иксĕлтĕр, кун-çулăр вăрăм пултăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика