21 октября 2009 г.
Çĕр ĕç технологине ăша хывса тăрăшнăран палăртнă тĕллевсем пурнăçланаççĕ.
Çĕр ĕç технологине ăша хывса тăрăшнăран палăртнă тĕллевсем пурнăçланаççĕ. Кăçал республикăра тухăçлă тыр-пул тата çĕр улми пухса кĕртрĕç. «Иккĕмĕш çăкăра» туса илессипе эпир Раççейре малтисен ретĕнче. Элĕксем ку енĕпе уйрăмах хастар, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем те пуçаруллă.
Районти тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхра кăçал 2247 гектартан 40, 3 пин тонна çĕр улми пухса кĕртнĕ. ЧР Ял хуçалăх министерстви “иккĕмĕш çăкăр” уявне Элĕк салинче ирттерни сăлтавсăр мар. Кунти çĕр ĕçченĕсем çĕр улми çитĕнтернисĕр пуçне унран тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме те ăста. Ял тăрăхĕсем тата суту-илÿ тытăмĕнче вăй хуракансем “Кĕрхи çимĕç - 2009” курав йĕркеленĕ. Унта мĕн тĕрлĕ экспонат çук-ши? Çак ĕçе шкул ачисене те явăçтарнă. Хресчен хуçалăхĕсем те çимĕçĕсене курава тăратнă. “Журавлев” фермер уйĕнче çитĕнтернĕ çĕр улмирен те тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрленĕ. Муркаш районĕнчи “Ударник” хуçалăх пахча çимĕçĕн çĕнĕ сорчĕсене сутрĕ.
Уява ял хуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Павлов уçрĕ. Вăл çĕр ĕçченĕн професси пирĕн пурнăçра тĕп вырăн йышăннине, пулăхлă уй-хир хуçисем халăха апат-çимĕçпе тивĕçтернине палăртрĕ, Элĕксене малашне те тăрăшса ĕçлеме, çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕ.
Район пуçлăхĕ Анатолий Платонов хăш-пĕр кăтарту çинче чарăнса тăчĕ. Сăмахран, кăçал Элĕксем тыр-пул иртнĕ çулхинчен 16 процент ытларах пухса кĕртнĕ. Кĕрхи ĕçсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа Мускав хулин Апат-çимĕç ресурсĕсен департаменчĕн ертÿçин çумĕ Николай Коробейник, Чăваш Енри Çĕр улми ĕрчетекенсен ассоциацийĕн президенчĕ Александр Капитонов ăшшăн саламларĕç. Районти культура ĕçченĕсем уява килнисене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Çĕр улмине халалласа ирттернĕ мероприятие хăнисем Владимир Журавлев фермер хуçалăхне çитсе курчĕç. “Иккĕмĕш çăкăра” упрамалли хăтлă çурт-ангар чылайăшне тĕлĕнтерчĕ, кун пеккине пĕрремĕш хут курнине пытармарĕç. Ангарсенче кирек мĕнле çанталăкра та пĕр пек температура, типтерлĕ, сортăн-сортăн уйăрса хунă пин-пин тонна çĕр улми çуркуннечченех шанчăклă упранать.
“Çавра сĕтеле” пухăннисем Мускав хулин представительне сĕнÿсем пачĕç. Николай Коробейник Чăваш Енре çитĕнтернĕ çĕр улми пахалăхĕ пысăк пулнине палăртрĕ. В.Журавлев фермер ĕçне пысăк хак пачĕ. Çыхăнусем малашне тата çирĕпрех пуласса шантарчĕ.
Юлия МАРЕЕВ
Источник: "Хыпар"