— Хуçалăхсен район администрацийĕпе тунă килĕшÿ тăрăх, кăçал аш-какай — 10450 центнер туса илмелле пулсан, иртнĕ 9 уйăхра ку кăтарту 7525 центнерпа танлашнă, е тĕллеве 72 процент пурнăçланă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле пĕтĕмпе сĕт 60000 центнер туса илмелле, 9 уйăхра ăна 47615 центнер туса илнĕ, е плана 79 процент пурнăçланă. Кашни ĕнен вăтам продуктивлăхĕ иртнĕ виçĕ кварталта 3290 килогрампа танлашнă, — палăртнă Геннадий Николаевич. — Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илессипе “Красное Сормово”, “Шатьма”, “Таябинка” пĕрлешÿсемпе “Караево” хуçалăх тата В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕ лайăх ĕçлесе пыраççĕ…
Г. Матвеев хăй сăмахне вĕçленĕ май, район администрацийĕпе хуçалăхсем хушшинче тунă килĕшĕве пурнăçлас тата выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас тĕлĕшпе конкретлă задачăсем лартнă.
— Иртнĕ 9 уйăхра ветеринари специалисчĕсем 92833 выльăхпа кайăк-кĕшĕке сикекен чирсенчен прививка тунă. 44124-шне вара паразитсем ересрен асăрхаттарнă тата сипленĕ, — тенĕ Виктор Федорович хăй сăмахĕнче. — Кунсăр пуçне 44790-шне сикекен чирсенчен диагностикăлла тĕпчевсем ирттернĕ. Тĕп ĕçсене пурнăçлассипе плана 114 процент тултарнă.
Кăçалхи мартăн 16-мĕшĕнче “Бахча” пĕрлешÿри пăрусемпе ĕне выльăхсен юн шывне (сыворотка) илсе тĕпченĕ чух бруцеллез, выльăхсемпе çынсемшĕн питĕ хăрушă чире, тупса палăртнă. Район пуçлăхĕн мартăн 17-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе ку пĕрлешÿ çине чару хунă, Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕпе Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи патшалăх ветеринари службин территорири пайĕ пĕрле сывлăха çирĕплетес тĕлĕшпе туса ирттермелли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Чăваш Ен территорийĕнче ку чире 1962 çултанпа регистрацилемен. Çынсем чирлес хăрушлăх пулнăран, çавăн пекех çак чир малалла сарăласран сывлăха çирĕплетмелли мероприятисем туса ирттернĕ, анчах вĕсем пур чухне те бруцеллезпа кĕрешмелли инструкцисемпе килĕшсех тăман. Çавна май икĕ ĕнепе 28 пăру вилнĕ. Вĕсене Çĕрпÿри ветеринарипе санитари утилизацийĕ тăвакан завода ăсатнă. Çакна палăртса хăвармалла, бруцеллезпа чирлĕ выльăхсен ашĕ тивĕçлĕ термообработка тунă хыççăн çиме юрăхлă. Анчах та республикăпа çывăхри регионсенче бруцеллезпа чирлĕ выльăхсене пусма аттестаци илнĕ пунктсемпе аш-какай комбиначĕсем çук пирки “Бахча” выльăхĕсене пĕтĕмпех тĕп тутарнă.
“Бахча” пĕрлешÿ ертÿçисем 2005 çулта сурăхсем кÿрсе килнĕ чух ветеринари правилисене пăснă, вĕсене çавăншăн патшалăхăн районти тĕп ветинспекторĕ административлă йĕркепе айăпланă. Кÿрсе килнĕ мĕн пур выльăха карантина тăратса чиртен, çав шутра бруцеллезран та тĕрĕсленĕ. Выльăхсем кÿрсе килес ыйтупа Чăваш Ен патшалăх ветеринари службипе калаçса килĕшнĕ.
Чару мероприятийĕсем вăхăтĕнче выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци вăйĕпе выльăх-чĕрлĕх витисемпе хушма пÿлĕмсене, ферма территорине 4 хутчен дезинфекциленĕ, дератизаци тунă. Янкаспа Чаканар, Хĕлеçпе Çĕньял Упи, Кивĕ Йĕкĕт ялĕсенчи çынсен мăйракаллă шултра выльăхĕсене, лашисемпе сыснисене бруцеллез чирĕнчен тĕрĕслесе тухнă. Тислĕкне, тислĕк хранилищине хурса, çиелтен 10 см хулăнăш çĕрпе витсе хунă.
Трак ен территорийĕнче бруцеллез чирĕ сиксе тухнине тишкерни, хуçалăх субăекчĕсем выльăхсем туянасси çине çиелтереххĕн пăхнипе вĕсем района çак чире çĕнĕрен илсе кĕрес хăрушлăх пуррине кăтартать. Çавăнпа та хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхе куçарассине, аякран кÿрсе килессине ветеринари службипе калаçса килĕшсе туса ирттермелле. Ветеринари участокĕсен заведующийĕсен, ветстанци врачĕсен йĕркене пăснине вăхăтра тупса палăртса тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла, — палăртнă ветеринари службин тĕп врачĕ.
Бруцеллез чирĕ тухнипе Шупашкар районĕнче 2 çын чирленĕ. Ку факт тăрăх çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен прокуратура хуçалăх субăекчĕсемпе патшалăх ветеринари учрежденийĕ пирки уголовлă ĕç пуçарни çинчен пĕлтернĕ В. Николаев.
Виктор Федорович хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсене ÿкĕтлемелли вăхăт иртни, халĕ саккунсемпе килĕшÿллĕн ĕçлемелли тата харпăр хăй хăтланăвĕшĕн явап тытмалли вăхăт çитни пирки тепĕр хут асилтернĕ.
Кăçалхи 9 уйăхра обществăлла секторта 16 ĕне выльăх, 10 кунчченхи 15 пăру, 6 —12 уйăхченхи пĕр выльăх вилнĕ. Ку кăтартусем иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен пĕчĕкрех.
— “Красноармейская РСББЖ” патшалăх учрежденийĕ çумĕнче ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентермелли 5 пункт ĕçлет. Çулталăк пуçланнăранпа кăçал çынсен —199, пĕлтĕр 166 ĕнине пĕтĕлентернĕ. Килти хушма хуçалăх тытса пыракан 82 гражданин ĕнисене искусственнăй майпа пĕтĕлентерме Чăваш Ен республика бюджетĕнчен субсиди илнĕ. Чăвашпотребсоюз çумĕнче ĕне выльăха искусственнăй майпа пĕтĕлентермелли пĕр пункт ĕçлет, кунта 17 ĕнене пĕтĕлентернĕ. Сĕт-çу фермисенче обществăлла выльăх-чĕрлĕхе пĕтĕлентермелли 10 пункт ĕçлет. Юлашки вăхăтра кунта укçа-тенкĕ тивĕçменнипе хăш-пĕр йывăрлăхсем пур. Тĕслĕхрен, “Гигантра” икĕ пунктран — пĕри, Алманчри çеç ĕçленĕ.
Хальхи вăхăтра Раççейри кăнтăр регионĕсенче сыснасен африка чуми енĕпе йывăр лару-тăру тăрать. Çавна май пирĕн районта, республикăри пекех, çак инфекцине асăрхаттарас енĕпе пурнăçламалли комплекслă план йышăннă. Ветеринари служби Россельхознадзор управленийĕпе пĕрле çав плана епле пурнăçланине тĕрĕслет. Ун вăхăтĕнче районти хăш-пĕр хуçалăхсенче йĕркене пăхăнманнине тупса палăртнă, вĕсене предписани çырса панă.
Россельхознадзор управленийĕ пирĕн учрежденине планпа килĕшÿллĕн тĕрĕсленĕ, кунсăр пуçне планпа пăхман икĕ тĕрĕслев ирттернĕ. Учреждение — 2, учреждени специалисчĕсене 7 постановлени çырса панă. Патшалăхăн республикăри ветеринари служби “Красноармейская РСББЖ” патшалăх учрежденине тухса коллеги ларăвне ирттерме йышăннă, ăна Çĕр ĕçченĕн çулĕн программине кĕртнĕ. Ку мероприятине хатĕрленсе, учрежденире юсавпа строительство ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр. Тĕрлĕ йывăрлăхсене пăхмасăр (экономика кризисĕ, бруцеллез чирĕ сиксе тухни, укçа-тенкĕ тивĕçменни тата ытти те) ку мероприятине ăнăçлă ирттерсе ятăмăр. Çак ĕçре пире пулăшнă хуçалăхсен ертÿçисене чунтан тав тăватăп.
Хальхи вăхăтра ветеринари лабораторине аттестаци витĕр кăларас енĕпе ĕçлетпĕр. Кунта юсав ĕçĕсем пайтах туса ирттерме тиврĕ. Халĕ вĕсем вĕçленсе пыраççĕ.
Никамшăн та вăрттăнлăх мар, ветеринари участокĕсен çурчĕсем питĕ кивелсе çитрĕç. Çавăнпа та Карайри аптека çуртне ветеринари участокĕ валли тÿлевсĕрех илме пултарни пирĕншĕн лайăх пулнине палăртасшăн. Кĕçех кунта ветеринари участокĕ куçĕ.
Хуçалăхсенче кăçал хатĕрленĕ выльăх апачĕн пахалăхĕ савăнтарать. Утă, пĕтĕмпе тенĕ пекех, 1 тата 2-мĕш класлă. Йÿçек мар силос пачах çук. Сенаж тăватă хуçалăхра — “Красное Сормово”, “Нива”, “Волит”, “Гигант” — çеç хатĕрленине çитменлĕх тесе палăртмалла.
Ветеринари служби тĕрĕслемелли продукци обществăлла апатлану предприятийĕсемпе апат-çимĕç таварĕсем сутакан магазинсене мĕнле пырса кĕнине тĕрĕслесси пирĕн ĕçре паллă вырăн йышăнать. Эпир уйрăмах ют çĕр-шывсенче туса кăларнă генномодифицированнăй продуктсем илсе килнипе интересленетпĕр. Иртнĕ тапхăрта ун пек продукци пулнине тупса палăртман.
Выльăхсене хĕллехи условисенче пăхма куçарас умĕн “Досаево”, “Нива”, “Янмурзино”, “Караево” хуçалăхсемпе “Волит” пĕрлешÿре витесене дезинфекциленĕ. “Восток”, “Гигант”, “Новая сила” хуçалăхсем вара, кун пек çăмăллăхшăн тÿлеме укçа çук тесе, вĕсене дезинфекцилеме килĕшмерĕç. Укçа-тенкĕ енчен пысăк йывăрлăх тÿснине пăхмасăр, пирĕн учреждени “Зооветснаб” предприятирен дезинфекци хатĕрĕсем çителĕклĕ туяннă, техника юсавлă. Эпир сирĕн ыйтăвăрсене яланах пурнăçлама хатĕр, хисеплĕ ертÿçĕсемпе специалистсем, — асилтернĕ Виктор Федорович.
Вăл çавăн пекех выльăхсене хĕл каçарнă тапхăрта ветеринари ĕçченĕсем умĕнче тăракан задачăсем çинче чарăнса тăнă.