21 октября 2009 г.
Иртнĕ шăмат кун Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров, «Раççей ял хуçалăх банкĕ» уçă пĕрлешĕвĕн правлени председателĕ Юрий Трушин Комсомольски, Канаш, Шупашкар районĕсенче, «Акконд» пĕрлешĕвĕн кондитер фабрикинче ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕç.
Ĕçчен халăха - хушма пулăшу
Н.Федоров, Ю.Трушин Комсомольски салинче Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн хушма офисне савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăнчĕç. Икĕ хутлă кермен аякранах куçа илĕртет, хăтлăх, илем кÿрет. Чаплă çурт-йĕре кунта пурăнакансемшĕн çĕклени чăннипех савăнтарать. Республика ертÿçи палăртнă тăрăх, Раççей ял хуçалăх банкĕ - Чăваш Еншĕн шанчăклă та стратегиллĕ пĕлтерĕшлĕ партнер, ял халăхне пулăшакан. Юлашки виçĕ çулта Комсомольски районĕнче пурăнакансене хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăх кредичĕ 200 миллион тенкĕлĕх панă. Хушма офиса 2001 çулта уçнă, анчах уйрăм çурт пулманнипе пĕчĕк пÿлĕмсене арендăна илнипех çырлахма тивнĕ. Офис «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ял хуçалăх организацийĕсене выльăх-чĕрлĕх фермисене юсаса çĕнетме, çĕнĕрен тума 22, 5 миллион тенкĕ кредит парса пулăшнă. Хальхи вăхăтра районти мĕнпур предприяти-организаци, фермер хуçалăхĕ тенĕ пекех унăн пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Ятарлă, уйрăм çурт туни вĕсемшĕн те пысăк парне. Офис «ертÿçи - Зинаида Григорьева» кредит пулăшăвĕ парассипе те республикăра малтисен ретĕнче. Чăннипех ĕçчен те пултаруллă халăх пурăнать ку тăрăхра.
Президент Раççей ял хуçалăх банкĕн ертÿçисемпе Комсомольски районĕнче 74 пурăнмалли çурт-йĕре тăвас проекта хута ямашкăн пулăшасси пирки те килĕшсе татăлнине пĕлтерчĕ. «Мана çак таврара пулма питĕ кăмăллă. Эпир стратегиллĕ партнерсем кăна мар, çывăх юлташсем те», - пĕлтерчĕ Юрий Трушин. Ял хуçалăх производствине çĕклессипе банк малтанхи утăм тунă ĕнтĕ. Халĕ вăл социаллă сферăна - çурт-йĕр тума, вĕрентме те пулăшма хатĕр. «Малалла каймалла, яла çĕклемелле», - терĕ вăл.
Хушма офисăн çĕнĕ çуртне хута янă май Комсомольскинче ĕçлĕ хăнасене çĕр улми тирпейлес, пахча çимĕç, улма-çырла типĕтсе хатĕрлес проектпа та паллаштарчĕç. Ăна пурнăçа кĕртни районта, республикăра «иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтерекенсемшĕн те пысăк пулăшу пулĕ, чĕр тавара вырăнтах вырнаçтарма май парĕ. Чăваш Енри экологи енчен таса та паха çĕр улми пирки Ю.Трушин та аван пĕлет-мĕн. «Кун пек таса та илемлĕ çĕр улмине пĕрремĕш хут 20 çул каялла Англире курнăччĕ», - пысăка хурса хакларĕ вăл кунта туса илекен чĕр тавара.
Ĕçлĕ çул çÿрев Канашри «Канашский» ял хуçалăх продукчĕсен пасарне, Шупашкар районĕнчи «Заимка» туристпа сывлăха çирĕплетмелли комплекса çитерчĕ. Канаш пасарĕнче ял хуçалăх организацийĕсене, пĕчĕк формăллă хуçалăхсене хăйсен продукчĕсене посредниксăр сутма çул уçать. Çуртра чĕр тавар, апат-çимĕç сентрисем...
Уçă вырăнта вара выльăх-чĕрлĕх сутма-илме ятарлă лаптăк уйăрнă. Проект хакĕ 73 миллион тенкĕ. Асăннă банкăн Чăваш Енри филиалĕнчен хĕрĕх миллион тенкĕ ытла кредит илме тивнĕ. Пасар сентябрь уйăхĕнче уçăлнă, паян унта хĕрсех суту-илÿ пырать. Ытларах вырăнта туса илнĕ продукци хуçаланать.
«Агропуть» ял хуçалăх потребитель кооперативĕн «ертÿçи - Андрей Беликов» «Заимка» туркомплексĕнче ял пурнăçĕпе, хуçалăхсен ĕçĕ-хĕлĕн вăрттăнлăхĕпе çывăхрах паллашма условисем çителĕклех. Территоринче наци кухнисен ресторанĕ, пулă тытма пĕве, тимĕрçĕ лаççи те пур. Канмалли вырăна, мунча комплексне, лаша витине, хăна çуртне тата ытти çурт-йĕре туса пĕтернĕпе пĕрех. Çĕнĕ çул тĕлне комплекс туллин ĕçлеме тытăнмалла. Ял туризмне аталантарма Раççей ял хуçалăх банкĕнчен кивçен илме лекнĕ. «Заимка» туркомплекс хута кайни 45 ĕç вырăнĕ тума май парать.
Ю.Трушин Раççей ял хуçалăх банкĕпе Чăваш ял хуçалăх академийĕ тунă килĕшÿпе вĕренекен студентсен ĕç-хĕлне те палăртмасăр иртмерĕ. Çу каçипех çамрăксем республика тăрăх çÿресе банкăн ĕçĕпе ял çыннисене паллаштарнă, унта çул хывма пулăшнă. Пулас «ял банкирĕсене» «пурĕ 50 студент» кашнинех 10 пиншер тенкĕ преми парĕç.
Ĕмĕтре - çĕнĕ проектсем
Ĕçлĕ çул çÿрев «Акконд» пĕрлешÿре канфет кăларакан çĕнĕ технологи линине хута янипе вĕçленчĕ. Кондитер фабрикин генеральнăй директорĕ Валерий Иванов пĕлтернĕ тăрăх, нимĕçсен çĕнĕ йышши технологийĕпе «Птица дивная» канфет кăларма тытăнĕç, çулталăкне 3500 тонна. Тĕллеве пурнăçа кĕртме, çĕнĕ лини хута яма 140 миллион тенкĕ тухса кайнă. 40 çын ытла ĕç вырăнĕ тупнă.
Предприятире президент тата банк правленийĕн председателĕ пысăк инвестици проектне пурнăçа кĕртекен республикăри ял хуçалăх организацисен ертÿçисемпе тĕл пулчĕç, çĕнĕ проектсемпе паллашрĕç. Юрий Трушин агропромышленность комплексне пулăшнипе пĕрлех малашне ялта пурăнакансене çурт-йĕр çĕклеме, инфраструктура проекчĕсене хута яма, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха, вĕрентĕве çăмăллăх кредичĕ уйăрма тытăнасса пĕлтерчĕ. Пăрачкаври интернат çуртне, Кÿкеçри православи чиркĕвĕн прихутне пулăшма 500-шер пин тенкĕ уйăрнине çирĕплетекен свидетельство пачĕ. Ача-пăча çуртне, чиркĕве юсаса çĕнетме унччен те банкран икшер миллион тенкĕ парса пулăшнăччĕ.
Ю.Трушин республикăра çĕнĕлĕхсене ырласа йышăннине палăртрĕ: «Кайран çак проектсене - банкăн хушма офисĕсене тунинчен пуçласа инфраструктура объекчĕсене пулăшни таранах - эпир çĕршывĕпе саратпăр», - терĕ.