21 октября 2009 г.
Кĕрлет, шавлать уяв
Элĕк районĕнче ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсене чысланипе пĕрлех çĕр улмине хисеплесе те уяв ирттерчĕç. Унта ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Павлов, Мускав хулин Апат-çимĕç ресурсĕсен департаменчĕн ертÿçин çумĕ Н.Корабейник та хутшăнчĕç.
Элĕке кĕр хăйĕн пуянлăхĕпе, илемлĕхĕпе савăнтарма, тĕлĕнтерме çитнĕ тейĕн. Культура çурчĕ çумĕнчи лаптăк ир-ирех пахча çимĕçпе, улма-çырлапа, вĕсенчен хатĕрленĕ тутлă апат-çимĕçпе тулчĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» та чыс тунă май, паллах, ытларах çĕр улми хуçаланчĕ. Лаптăка унтан çĕкленĕ пирамидăсем, экспозицисем илемлетрĕç. Çынсен кăмăлне çĕклесе пысăк мар фонтан та тăп-тăрă шывне сапрĕ.
Çулсерен «Çĕр улми кунне» уявласси Элĕк тăрăхĕнче йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал ăна республика шайĕнчех ирттерме йышăннă. Унăн тĕллевĕ - çĕр улми туса илес опыта сарасси, тĕрлĕ сортпа, çĕнĕ технологипе, чĕр тавара тирпейлес меслетпе паллаштарасси. «Иккĕмĕш çăкăра» халалласа курав та йĕркеленĕ. Тĕрлĕ çĕр улми сорчĕсемпе паллашма кăна мар, вĕсенчен хатĕрленĕ апат-çимĕçе тутанса пăхма, эппин, кăмăла каякан вăрлăха туянма та пултарчĕç çынсем.
Крымсарайккă, Йăлкăш, Мăн Выла тата ытти ял тăрăхĕсенче пурăнакансем курава пахча çимĕçрен янтăланă тĕлĕнмелле экспозицисемпе çитнĕ. «Виçĕ упа» юмах сăнарĕсем, чĕрĕп, кĕреке хуçи... пурне те асăнса пĕтереймĕн. Чăннипех - куçа илĕртмĕш япаласем. Мăн Выла тăрăхĕнчи Л.Шашкина вара тулли сĕтел умĕнче çине тăрсах çăм арларĕ. Чăваш тумлă чипер хĕрарăм çемье вучахĕн ăшшине, тулăх та килĕшÿллĕ пурнăçа аса илтерчĕ.
- Пахчари ĕç-хĕл вĕçленнĕ. Эппин, хĕр-хĕрарăмсен алă ĕçне тытăнма вăхăт. Эпĕ вĕсене ĕлĕкхи ырă йăлана аса илтересшĕн, - терĕ Л.Шашкина.
- Çак уява яланах кĕтетпĕр, - савăнăçне пытармарĕç Элĕкри Л.Никифоровăпа О.Барашова. - Кунта ăса хывмалли, вĕренмелли пайтах. Кĕр мăнтăрĕпе мĕншĕн савăнас мар? Пухăннисене пултарулăх ăстисем ташши-юррипе савăнтарчĕç. Тĕрлĕ конкурса та хаваспах хутшăнчĕç çынсем.
«Сутма та пĕлмелле»
- Кăçал çĕр улми куравĕпе уявне республика шайĕнче ирттеретпĕр, - терĕ ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Павлов. - Йывăр çанталăка пăхмасăр хуçалăхсенче çĕр улми пĕлтĕрхинчен ытларах пухса кĕртнĕ. Тепĕр 2-3 çултан ЧР Президенчĕ лартнă тĕллеве - çулталăкра пĕр миллион тонна çĕр улми туса илессине - пурнăçлас шанчăк пысăк. Мĕншĕн тесен унăн лаптăкĕ çулран-çул пысăкланса пырать, паллах, тухăçĕ те ÿсет. Çĕр улми çитĕнтересси пĕр йывăрлăх, ăна тупăшлă вырнаçтарасси, чĕр тавара тирпейлесси тепĕр пысăк чăрмав. Ку енĕпе пирĕн пайтах ĕçлемелле. Пурнăç улшăннă май çынсем таса пахча çимĕç чĕркемпе туянма тăрăшаççĕ. Эппин, пирĕн те туса илнĕ çимĕçе туянакансемшĕн илĕртÿллĕ хатĕрлеме вĕренмелле.
Паян çĕр улми комбайнĕсем ĕçченсен кĕсйине пушатсах хăвараççĕ. Вĕсене малашне хамăр çĕршыврах туянма май пулĕ, техникăна кăларма тытăннă ĕнтĕ. Ют çĕршыврипе танлаштарсан чылай йÿнĕрех, çитменнине, кредитăн процент ставкине те субсидилеççĕ.
Кăçал Элĕк енче «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕ 38 процент ÿснĕ. Район пуçлăхĕ А.Платонов каланă тăрăх, ку тăрăхри кашни çын пуçне икшер тонна çĕр улми «пурĕ 40 пин тонна» пуçтарса кĕртнĕ. Апла усă курмалăх, сутмалăх та пур.
Ĕçлĕ тĕл пулăва пухăннисем В.Журавлев фермер хуçалăхне çитсе курчĕç. 300 гектар çинче «иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтерет вăл. Унсăр пуçне юхăннă хуçалăха хÿтте илнĕ. Чĕр тавара упрама кăçал каллех пысăк хранилище çĕкленĕ.
Предприяти-организаци ертÿçисем, пысăк хăнасем «çавра сĕтел» хушшинче «Çĕр улми туса илес йывăрлăх тата малашлăх» темăна сÿтсе яврĕç. Н.Корабейник Чăваш Енрен пахча çимĕç кăна мар, ытти ял хуçалăх продукчĕсем те туянма хатĕррине пĕлтерчĕ. Çак енĕпе кашни хуçалăхрах суту-илÿпе вăй хуракан çын çирĕплетме сĕнчĕ. Унпа посредниксĕр, тÿрремĕн çыхăнса ĕçлени чылай ыйтăва çийĕнчех татса пама пулăшĕ.