Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юсавлă техника - пысăк тухăç

21 октября 2009 г.

Вăрмар районĕнче ял хуçалăх техникине юсаса кĕрхи-хĕллехи управа лартассипе республика семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унта ЧР ял хуçалăх министерствин, район администрацийĕсен представителĕсем, тĕп инженерсем, предприяти-организаци ертÿçисем хутшăнчĕç.

Хуçине кура япали тенĕ. Техника ĕмĕрĕ, унпа тухăçлă усă курасси ăна мĕнле тытнинчен те килет. Чăваш Ен патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕн пуçлăхĕ В.Дмитриев пĕлтернĕ тăрăх, октябрь тĕлне республикăра 21080 трактор шута илнĕ, çав шутран агропромышленность комплексĕнче - 7384, е 34 процент. Уйрăм хуçалăхсенче те техника йышĕ ÿссех пырать. Инспекцин çавăнпа ытларах хушма хуçалăхсемпе, АПК предприятийĕсемпе ĕçлеме тивет. Мĕншĕн тесен ял хуçалăх техникин 75 проценчĕ вĕсенче шутланать. Кăçал шута илнĕ техникăран 60, 2 проценчĕ кăна техосмотр тухнă. Ял хуçалăх организацийĕсен кăтартăвĕ пысăкрах. Уйрăм çынсенчен вара çурри ытларах кăна унта хутшăнма кăмăл тунă. Куславкка, Вăрнар, Етĕрне, Елчĕк, Элĕк, Комсомольски, Шăмăршă, Вăрмар районĕсенчи хушма хуçалăхсем машина-трактора юсавлă та кирлĕ пек тытма тăрăшни сисĕнет, техосмотра та тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Шупашкар хулинче, Улатăр, Муркаш, Тăвай, Çĕмĕрле районĕсенче пурăнакансем пирки вара çакна калаймăн.

Паллах, техникăна тĕрĕс управа лартасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар кăçал республикăра предприятисемпе фермерсем хушшинче ку енĕпе конкурс та йĕркеленĕ. Октябрĕн 12-мĕшĕ тĕлне вара ял хуçалăх машинисен 70 процентне çеç патшалăх стандарчĕ ыйтнă пек хĕллехи управа лартнă. Юсавлă та аван ĕçлекен машина-трактор уй-хир ĕçĕ-хĕлне вăхăтра ирттерме пулăшать, çынсене инкек-синкексĕр вăй хума май парать. Шел, АПКра ĕçри синкер хисепĕ ÿсни пăшăрхантарать. Хăш-пĕр чухне техника та мар, хамăрах айăплă темелле. Октябрь тĕлне вунă инкек сиксе тухнă, тăваттăшĕ вилĕмпе вĕçленнĕ. Ку енĕпе Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар районĕсем уйрăмах палăрнă.

Вăрмар районĕнче машина-трактор паркне çĕнетсе пырассине тĕпе хураççĕ. 2007-2009 çулсенче ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем 128 миллион та 126 пин тенкĕлĕх техника туяннă. Çав шутран кредитпа, лизингпа та. Виçĕ çулта 38 çĕнĕ трактор хушăннă, ытти машина та чылай. Ытларах çĕнĕ йышши, энерги ресурсĕ перекетлекен техника. Семинара хутшăнакансем çакна «Агрофирма «Арабоси» пĕрлешĕве çитсе курса ĕненчĕç. Хуçалăх унчченхи Агроснабăн юхăннă çурт-йĕрне илсе çĕнетнĕ, техника упрамалли пысăк гаражсем тунă. Типĕ те пысăк çуртра «КЕЙС» комбайнсем, энерги ресурсĕ перекетлекен тракторсем, дискаторсем тата ытти те. Ăмсанмалăх, пăхмалăх пур. Пысăк хакпа туяннă «хурçă ута» халĕ типтерлĕн хĕллехи управа вырнаçтарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика