Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ылтăн кĕркунне» ярмăрккăна

23 сентября 2009 г.

Раççей Федерацийĕн Правительствин хушăвĕпе тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Мускав хулин Правительстви тунă килĕшÿпе çĕршывăн тĕп хулинче 2009 çулхи октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче "Ылтăн кĕркунне" ятпа ярмăрккă иртет.

Унăн вырăнĕ – Мускаври тĕп административлă округăн Тагански районĕн территорийĕ. Унта ял хуçалăх продукчĕсем сутмалла пулать.

Кĕр мăнтăрĕ пĕрлешÿллĕ предприятисене те, фермер хуçалăхĕсене те чылай ырлăх-пурлăх парнелерĕ. Кăçал районти çĕр ĕçченĕсем пысăк тухăçлă тыр-пул тата пахча çимĕç пухса илчĕç. Вырăнта хăвармалăх та, аякка кайса сутмалăх та пуçтарăнчĕ уй-хир пуянлăхĕ. Çапла вара кăмăл тăвакансем Мускав çыннисене хăйсен çимĕçĕсене "Ылтăн кĕркунне – 2009" ярмăрккăра сĕнме пултараççĕ. Сăмах май, хаксем пирки чарăнса тăрас килет. Акă, пĕр килограмм çĕр улми çĕршывăн тĕп хулинче 13 тенкĕ, купăста – 12, кишĕрпе сухан – 15, кăшман – 10, пан улми – 25, пыл 300 тенкĕ тăрать.

Ярмăрккăн координаторне те палăртнă. Вăл "Чăваш Республикинчи апат-çимĕç фончĕ" предприяти. Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерстви тата район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене ярмăрккăна хутшăнма чĕнеççĕ. Кун пирки кăçалхи сентябрĕн 28-мĕшĕччен "Чăваш Республикинчи апат-çимĕç фончĕ" предприятие заявка тăратмалла. Çавăн пекех райадминистрацин ял хуçалăх пайĕнче те заявкăсене йышăнаççĕ.

Суту-илÿ вырăнĕсемпе тÿлевсĕрех тивĕçтереççĕ, тент карнă палаткăсем уйăрса параççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика