11 марта 2009 г.
Тăватă çул каялла çеç-ха Элĕк районĕ республикăра юлса пыракансен ретĕнчеччĕ. Чăваш Ен ертÿçисем пĕрре кăна мар асăрхаттарнă ăна, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тума сĕннĕ. Район тилхепине А.И.Платонова шанса панă хыççăн йывăр лав вырăнтан тапранчĕ. Çакна районăн экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕн кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Унччен вырăнти бюджетăн тупăш пайĕ 6-7 процентпа танлашнă пулсан - иртнĕ çул 18 процента çитнĕ. Район центрĕ куç умĕнчех чиперленет, общество инфратытăмĕ çĕнĕлле аталанать.
Кунти хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем тухăçлă çĕр улми туса илеççĕ. Ура çинче çирĕп тăракан пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем те çук мар.
Район ĕç-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе А.И.Платоновпа тĕл пултăм. Эпĕ пынă чух районти çĕр ĕçченĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем тата тĕп специалисчĕсем çур аки умĕнхи канашлăва пухăннăччĕ. Çивĕч ыйтусене тишкернипе пĕрлех малта пыракансен опычĕпе те паллашрĕç.
- Анатолий Иванович, район еплерех аталанса пырать?
- Республикăри малта пыракан районсемпе танлашма пирĕн нумай ĕçлемелле. Ÿсĕмсем пурри малалла талпăнма шанăç парать, çынсен тăрăшулăхĕ хавхалантарать. Умра хресченшĕн чи яваплă тапхăр - çур аки. Ăна мĕнле хатĕрленсе ирттернинчен килет малашлăхăмăр. Пĕлтĕр, 2007 çулхипе танлаштарсан, ÿсĕмлĕрех ĕçлерĕмĕр. Ял хуçалăх продукчĕсем туса илесси 104 процентпа танлашрĕ, вăл шутра тĕш тырă туса илесси - 147, çĕр улми - 120 процент. Республика Президенчĕ Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçлама хастартарах ĕçлеме тĕллев лартрăмăр. Кăçал тĕш тырă лаптăкне 12 пин гектара çитермелле, иртнĕ çул 9 пин гектар пулнăччĕ. Пĕлтĕр 16 пин тонна ытла тĕш тырă, 39 пин те 300 тонна ытла çĕр улми пухса кĕртрĕмĕр. Хальлĕхе ял хуçалăх продукчĕсен хакĕ тивĕçтермест пулин те малашне вăл ÿсессе шанатпăр. Çĕр улми туса илессипе ял çыннисем çаврăнăçуллă ĕçлеççĕ, ÿсĕмпе савăнтараççĕ. Кăçал ăна икĕ пин гектара яхăн лартма палăртрăмăр.
- Промышленноçпа строительствăра та ÿсĕмсем çук мар-тăр?
- Ялсене автоçулпа çыхăнтарасси пурнăçа кĕрет. Çулталăкра хытă сийлĕ 36 километр çул хыврăмăр. Кун пекки район историйĕнче халиччен пулман. Президент программипе килĕшÿллĕн Элĕк тăрăхĕнчи 50 яла автоçулпа çыхăнтарма палăртнăччĕ. Тепĕр иккĕшĕ патне те çул хывма пуçланă, кăçал вĕçлетпĕр.
Чи пысăк пулăмсенчен пĕри - нарăс уйăхĕнче «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексне хута яни. Тăватă-пилĕк çул каялла çынсем ун çинчен ĕмĕтленме те пултарайман. Халĕ вăл пурне те илĕртет. Республика ертÿçисене пулăшнăшăн тавах. Виçĕ хутлă кермене хута яма 100 миллион тенкĕ тăкакланчĕ.
Иртнĕ çул районта строительство ĕçĕсене пурнăçласси 161, 9 процентпа танлашрĕ. Инвестици калăпăшĕ 107, 8 процента çитрĕ, бюджетăн тупăш пайĕ 64, 5 процент ÿсрĕ.
- Финанс кризисĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçлама чăрмантармĕ-и?
- Икĕ уйăх кăтартăвĕсемпе тĕрлĕ тытăмран налук пухасси иртнĕ çулхи шайрах-ха. Бюджет сферинче ĕçлекенсен йышĕ чакман. Ĕç укçи вăхăтра тÿлеççĕ. Районта унăн вăтам виçи иртнĕ çул 39, 6 процент ÿсрĕ, ку - лайăх кăтарту. Анчах ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен шалăвĕ пысăках мар, вăтамран 5417 тенкĕ. Ял хуçалăх продукчĕсен хакĕсем ÿссен çак ыйтăва татса пама майсем пулĕç. Районта кăçал ĕçсĕррисен йышĕ ÿснин сăлтавĕ - пысăк укçа шырама кайнисем таврăннинче.
Социаллă ыйтусене татса парассипе палăртнă тĕллевсене пурнăçлама кăçал та тăрăшăпăр. Мĕнле ĕçлетпĕр - çапла пурăнатпăр. Районăн кун-çулне тĕпчесе энциклопеди кăларас ĕçе пуçăнтăмăр. Пирĕн тăрăхри ятлă-сумлă çынсем унта тивĕçлĕ вырăн тупĕç.
- Тавах, Анатолий Иванович, калаçушăн. Сире малашнехи ĕçре ăнăçу сунатăп.
Источник: "Хыпар"