16 января 2009 г.
Е.М. Яранский, Етĕрне район пуçлăхĕ:
Кирлĕ те вăхăтлă йышăну. Анчах вăл тарăн йĕр хăвартăр тесен ертÿçĕсен те, çĕр çыннисен те тăрăшса ĕçлемелле, малалла ăнтăл-малла. Ялта газ, такăр çул пур ĕнтĕ. Çĕр ĕçĕн культурине те çĕклеме вăхăт. Ял хуçалăхне пулăшасси ÿсессе шанатăп, çав шутран çăмăллăх кредичĕ, субсиди енĕпе те. Хресчен ĕçне тивĕçлипе хаклама вăхăт. Тата Çĕр Вăкăрĕн çулне кĕнĕ май вăл та пулăшса пырĕ тетĕп.
Н.М. Иванов, Комсомольски районĕнчи «Луч» хуçалăх ертÿçи:
Çитес çул республикăра ял хуçалăхĕнчи лару-тăру улшăнас шанчăк пысăк. Хальлĕхе йывăрлăхсем пур-ха. Акă çăмăллăх кредичĕ илме уйăх каяллах банка документсем тăратрăмăр, паян та сас-хура çук-ха. Тата хăçанччен кĕтмелле? Минерал удобренийĕсемшĕн тÿрех укçа ыйтма тытăнчĕç, тăхтасшăн та мар. Кредит илеймесен мĕнпе туянмалла? Сĕт, аш-какай хакĕ чакса кайнипе пиншер, миллионшар тенкĕ укçа çухататпăр. Эпир вара плана çулталăклăх туса ĕçлесе пыратпăр, мĕн туянмаллине палăртатпăр. Хаксен вылянăвĕ ĕмĕт-шухăша чăл-пар аркатать. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче патшалăх хаксене йĕркелесе тытса пырĕ-и, тен? Чăн та, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобрени хакĕ чакать-ха, çуркуннеччен туянса юласчĕ кăна. Кăçал çĕр çыннисен ĕçне тивĕçлипе хакласа йышăнасса кĕтетпĕр. Çакă çур акинче лайăх курăнĕ. Указ хут çинче кăна ан юлтăрччĕ, пире малалла тăрăшарах ĕçлеме хавхалантартăрччĕ.
В.Н. Иванов, Элĕк районĕнчи фермер:
Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров Указ кăларни çĕр ĕçченне хисепленине, унăн йывăр ĕçне тивĕçлипе хакланине кăтартать. Малашне хуçалăхсене çăмăллăх кредичĕ парасси те лайăхланĕ, правительство енчен пулăшасси те ÿсĕ. Çакна пирĕн хамăр ĕç-хĕлпе тÿрре кăлармалла. 2008 çул та пирĕншĕн ăнăçлă иртрĕ темелле. Çĕр улми, тыр-пул тухăçĕ савăнтарчĕ. Çийĕнчех пухса кĕртнĕрен хаксем чакса кайиччен сутса ĕлкĕртĕмĕр. Тупăш та самай кĕчĕ. Кÿршĕри юхăннă хуçалăха илсе ĕнесем ĕрчетме тытăнтăмăр. Кĕрхисене пĕчĕк хуçалăхрах 150 гектар таран акрăмăр. Шел, тупăшăн пысăк пайĕ кредитсем тÿлесех пĕтет. Çапах пуçа усмастпăр-ха, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче ырă улшăнусем пулĕç. Çак паллă тапхăрта лайăхрах аталанса юлма, ура çине çирĕпрех тăма ĕмĕтленетпĕр. Патшалăх пулăшăвĕпе пĕлсе, тухăçлă усă курмалла. Ун чухне кризиса та чăтса ирттерĕпĕр.
Н.И. Глухов, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:
Республикăра 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе йышăннăшăн савăнатăп. Паян эпир Раççейре газ кĕртессипе, çул, çурт-йĕр тăвассипе, тирпей-илем кÿртессипе ытти регионсенчен малта пыратпăр. Тыр-пул, çĕр улми туса илессипе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, ял культурине çĕклессипе те улшăнусем кирлех. Президент каланă тăрăх, лару-тăрăва улăштарма пурин те ĕçлемелле. Килте, фермăра, хуçалăхра... Ялта пурăнакансем пурте çĕрпе çыхăннă. Кашни лаптăкпа туллин усă курмалла. Çакă çĕр ĕçченне кăна мар, вĕрентÿре, культурăра вăй хуракансене те пырса тивет. Эпĕ астăвасса, культура ĕçченĕсем хирте, фермăра вăй хуракансем патне çитсе концертсемпе савăнтаратчĕç. Ырă йăласене тепĕр хут чĕртмелле. Хальхи Указ малтанхисемпе тачă çыхăннă, вăл ыттисене пĕтĕмлетнĕн туйăнать. Район Депутачĕсен пухăвĕ те ăна ырласа йышăнчĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче тухăçлăрах ĕçлеме тĕллевсем лартрăмăр. Çĕре хисеплеме, унпа тĕрĕс усă курма вĕренмелле. Эпир çĕрсĕр пурăнаймастпăр, пурте ун çинче çÿретпĕр, ĕçлетпĕр, тăранатпăр.
В.К. Ананьев, Муркаш районĕн тĕп агрономĕ:
Республикăра Çĕр ĕçченĕн çулталăкне йышăнни, регионра сĕтлĕ выльăх-чĕрлĕхе аталантарма программа хута кайни ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва та улăштарĕ. Халĕ акă тырă сутса та тупăш илеймĕн, çĕр ĕçĕ тăкак кăна кÿрет тейĕн. Сĕт хакĕ иртнĕ çулхисенчен тăватă хут йÿнĕрех. Ăна халăхран та пуçтарма пăрахрĕç темелле. Çитменнине сысна какайĕн хакĕ те чакса кайрĕ. Капла мĕнле пурăнмалла? Çĕр ĕçченĕн çулталăкне ахальтен йышăнман. Ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва улăштарас, лайăхлатас, çĕр çинче ĕçлекене пулăшас, хавхалантарас шутпа йышăннă та ăна. Патшалăх хаксене йĕркелессе, апат-çимĕçе сутма пулăшасса шанатпăр. Белоруçре акă патшалăх хуçалăхсен продукцине туянса хăех вырнаçтарать, сутать. Пирĕн те çак йĕркепе ĕçлеме тытăнсан аван та. Çулталăк хăйне сăмахпа мар, ĕçĕпе çирĕплеттĕр, ял хуçалăхне аталанма лайăх майсем туса патăр.
Л. Никитина ыйтнă.