Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇ УКÇИ ŸСРĔ ПУЛИН ТЕ…

16 января 2009 г.

Элĕк Ен – ял хуçалăх районĕ. Çавна пур ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен-фермер тата килти хуçалăхсен чун-чĕрепе туйса тăмалла пек. Уй-хир тухăçне, фермăсен тупăшне ÿстерессишĕн çине тăрса ĕçлемелле. Кăçал ку енĕпе уйрăмах яваплă пулмалла. Мĕншĕн тесен ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ.

Чăваш Енре тĕш тырă тата çĕр улми 1 миллион тонна туса илес задача тăрать. Пирĕн район çыннисен те ĕмĕчĕсем пысăк. Кăçал çĕр улми хатĕрлессине, сăмахран, 44 пин тоннăна çитермелле. Пĕлтĕр тымар çимĕçе 39, 6 пин тонна туса илнĕччĕ. Çак çитĕнÿре “Журавлев”, “Исаев”, “Возрождение”, В.Узянов хуçалăхĕсен тÿпи уйрăмах пысăк.

Ÿсĕм тăвасси ял ĕçченĕсене мĕнле хавхалантарса пынинчен нумай килет. Ĕç укçине ÿстерсе пыма тăрăшмалла. Кăçал ку хисеп 4330 тенкĕрен кая пулмалла мар. Пĕлтĕр вăтам ĕç укçи 4900 тенкĕрен иртрĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр хуçалăхсенче тÿлессине тĕрĕс йĕркелесси çине çиелтен пăхаççĕ, ял хуçалăх производствине хутшăнакансен шутне ÿстерсе кăтартаççĕ. Çавна май шалу пĕчĕкрех курăнать. Ку енĕпе “Родник” общество уйрăмах юлса пырать. Хуçалăхра тырă-пулă, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе япăх мар ĕçлеççĕ. 100 гектар çĕр пуçне илсен, пĕлтĕр сĕт, аш-какай туса илессине те палăрмаллах ÿстернĕ. Апла пулин те, çирĕккассисем уйăхсерен 2584 тенкĕрен мала илеймен. “Гвардеец”, “Шор” хуçалăхсенче учетпа отчет ĕçĕсене вуçех хакламанни палăрать. Кунти ĕçченсене пĕлтĕр мĕнле тÿлесе пыни те паллă мар.

“Новый путь” хуçалăха вара яланхиллех ырăпа кăна асăнас килет. И.Игнатьев ертÿçĕ производство кооперативне чăн-чăн хуçалла тытса пырать. Кунти пур отрасльсем те иртнĕ çула тупăшлă вĕçлерĕç. Хуçалăх ĕçченĕсен шалăвĕ те пĕчĕк мар, вăтам ĕç укçи 6300 тенкĕрен чакмарĕ.

Ял çыннин мĕне курса ĕçлемелле-ха; Паллах, мĕнле тÿленине пăхса. Апла пулсан, ĕçлекене пурлăх тата мораль тĕлĕшĕнчен те хавхалантарни кирлех. Ĕç укçи тытăмне çĕнетессипе шут ĕçченĕсен пуçарулăхĕпе çаврăнăçулăхĕ çитеймест-ха. Чылайăшĕ кивĕлле ĕçленипех çырлахнă.

И.СЕМЕНОВА,

район администрацийĕн ертсе

пыракан специалисчĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика