Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

10:09 12 октября 2013 г.

Агропромышленность комплексӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!   

 

Сире Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленность ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Ҫӗр ӗҫченӗн йывӑр та яваплӑ ӗҫӗ хуть хӑҫан та пысӑк хисепре. Хресченсем хӑйсен ӗҫне пӗл­се тата питех те тӑрӑшса туни ҫӗр-шывӑмӑрти халӑха ял хуҫалӑхӗн паха продукцийӗпе тата апат-ҫимӗҫӗпе туллин тивӗҫтерсе  тӑма май парать.      

 Ҫӗр-шыври ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене пулӑшу парасси власть ор­ганӗсен тӗп тӗллевӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Сӑмахран, кӑҫал патшалӑх Чӑваш Ен агропромышленность комплексне кӳнӗ пулӑшу калӑпӑшӗ 2 миллиард ытла тен­кӗпе е, 2012 ҫулхипе илсен, 103 процентпа танлашнӑ. 

Патшалӑх паракан пулӑшу тата ял ҫыннисен хастар ӗҫӗ, ҫанталӑк условийӗсем чӑрмав кӳнине пӑхмасӑр, ял хуҫалӑх продукцийӗн калӑпӑшне, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерме майсем туса параҫҫӗ, ҫакӑ, паллах,  ял халӑхӗн пурнӑҫне тулӑхлӑрах тӑвать.  

Ялта пурӑнма лайӑхланнӑҫемӗн лайӑхланса пырать, ҫӗнӗ ача сачӗсемпе шкулсем, фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, социаллӑ сферӑн объекчӗсене тӗп­рен юсасси ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланать.

Ҫитес ҫул ял ҫыннисен хӑйсем пурӑнакан вырӑнта кану тӑрӑхӗсем йӗркелесе вӗсене тирпей-илем кӗр­тес, спорт тата ача-пӑча вӑйӑ площадкисем тӑвас, ҫут ҫан­та­лӑк ландшафчӗсене, историпе культура палӑкӗсене сыхласа хӑварас тата ҫӗне­тес, наци культурин йӑли-йӗркине, халӑх промыслисене тата ал ӗҫ ӑста­лӑх­­не пу­лӑшу кӳрес енӗпе тӑвакан пуҫарӑвӗсене пулӑшу пама грантсем уйӑрма па­лӑртнӑ. 

Уй-хирте, фермӑра вӑй хуракан мӗн пур ял ӗҫченне, тирпейлекен предприятисен ӗҫченӗсене, отрасль ветеранӗсене ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем, тулӑх пурнӑҫпа ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл, ырлӑх тата телей сунатӑп! 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                 М.Игнатьев

Автономное учреждение Чувашской Республики "Агро-Инновации" Министерства сельского хозяйства Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика