Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Паян Шупашкарта ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявĕ иртрĕ

06 ноября 2018 г.

Кĕрекене вĕсем Пăр керменĕнче пухăнчĕç. Унччен маларах вара Чăваш Ен Пуçлăхĕ патшалăх наградисене тивĕçнисене чысларĕ.

Владимир Тимофеев, Екатерина Фомина, Вадим Владимиров

Правительство çурчĕн чи çÿллĕ хутне пухăннисенчен кашни ял хуçалăх аталанăвне хăйĕн тÿпине хывать. Йĕпреç районĕнчи «Рассвет» хуçалăхра 37 çул вăй хуракан Клавдия Иванова сысна самăртать. 850 пуçшăн яваплă вăл. Хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа, чунĕпе парăнса пурнăçланăшăн ăна Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ят парса чысларĕç. Уявра механизаторсен, трактористсен, зоотехниксен, хуçалăх ертÿçисен çитĕнĕвĕсене те палăртрĕç.

21 çул ял хуçалăх специалисчĕсене хатĕрлекен аслă шкула ертсе пынă, ун аталанăвне пысăк тÿпе хывнă Николай Кириллов профессор вара Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн орден медальне тивĕçрĕ. Валериан Краснова та çак хисеплĕ паллăпа чысларĕç. Хăй вăхăтĕнче вăл Муркаш районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçинче, ял хуçалăх министрĕнче тăрăшнă. Ветеран паян та хастар.

Тава тивĕçлĕ ята 11 çын тивĕçрĕ. Çавăн пекех уявра Раççей ял хуçалăх министерствин, Республика Пуçлăхĕн тав çырăвне илекенсем те чылаййăн пулчĕç. Çав шутра Тăвай районĕнчи «Акконд-агро» пĕрлешÿре ĕçлекен Галина Павлова.

Механизаторсен, выльăх ĕрчетекенсен, хуçалăх ертÿçисен, пĕрлехи ĕçĕ çитенÿсем тума пулăшать. Кăçал çĕр ĕçченĕсем 628 пин тонна тырă кĕлете кĕртнĕ. Сĕт, аш-какай туса илесси те ÿссе пырать. «Сирĕн йывăр та яваплă ĕçĕр чыслă та хисеплĕ, - терĕ Михаил Игнатьев салам сăмахĕнче.

Подробнее...

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика