Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

24.05.2014 «Агро-Инноваци» - ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхшĕн ("Хыпар")

Çулсем иртнĕçемĕн ăслăлăх çитĕнĕвĕсене пула халăх хуçалăхĕн отраслĕсем ÿсĕмлĕ аталаннине кашниех асăрхать пулĕ. Юлашки вăхăтра ял хуçалăхĕнче те пĕлтерĕшлĕ улшăнусем пулчĕç. Европăри, чикĕ леш енчи çĕр-шывсенчи паха опыта анлă çул парса хресчен тухăçлă меслетсемпе производствăра усă курать. Сахал йышпах продукци ытларах туса илме, çавна май унăн хăй хаклăхне чакарма вĕренчĕ. Ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсенче машина-трактор паркĕ энерги перекетлекен техникăпа çулсерен пуянланать. Çак çĕнĕлĕхсем, наука çитĕнĕвĕсем производствăна, ахăртнех, хăйсем тĕллĕнех пырса кĕреймен. Кунта, паллах, аграри консультанчĕсем, специалисчĕсем пысăк тÿпе хывни пĕлтерĕшлĕ. Республика ертÿлĕхĕ вĕсене пĕрлештерекен предприяти кирлине вăхăтра ăнланса илнĕ.

2004 çулхи çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе Чăваш Енре «Агро-Инноваци» хысна унитари предприятине туса хунă. Тĕллевне малтанах тĕплĕ палăртнă, республикăри ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсене наука тĕпчесе-тĕрĕслесе йышăннă меслетсене, малта пыракан тĕп шухăшсемпе технологисене ĕçе кĕртсе тухăçлă усă курма, ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен пĕр-пĕринпе тупăшаслăхне аталантарма, агропромышленноç комплексĕн рынок информацийĕн тухăçлă тытăмне туса хума пулăшасси. Коллектива биологи наукисен кандидачĕ, доцент, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Васильев ертсе пырать.

ХУП ЧР Ял хуçалăх, Финанс, Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министерствисемпе килĕштерсе çулленех çулталăклăха çирĕплетекен ятарлă программăпа ăнăçлă ĕçлет. Палăртнă тĕллев епле пурнăçланни çинчен ЧР Ял хуçалăх министерствине кашни кварталрах пĕлтерет.

«Агро-Инноваци» ĕçе хастар пуçăннă, 2005 çултах 12 семинар, 8 çул çÿрев ирттернĕ. Вĕсене агропромышленноç комплексĕн 518 ертÿçипе специалисчĕ хутшăннă, ял хуçалăх производствине ку чухнехи çĕнĕ меслетсемпе тытса пырас ăсталăха вĕреннĕ, лекцисенче илнĕ пĕлĕве Раççей Федерацийĕнчи, çывăх кÿршĕллĕ çĕр-шывсенчи малта пыракан хуçалăхсене çитсе производствăри çĕнĕлĕхсемпе паллашса çирĕплетнĕ.

2005 çул валли йышăннă программăпа килĕшÿллĕн предприяти ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене сервис пулăшăвĕ паракан машина-технологи станцийĕ йĕркелессипе çыхăннă мероприятие, акма-лартма тăпра хатĕрленĕ чухне усă курма ресурс перекетлекен технологие туса хатĕрленĕ тата ĕçе те кĕртнĕ.

Мăйракаллă шултра выльăха витере çыхса тăратмасăр усрани продуктивлăха ÿстерме, çавна май унăн хăй хаклăхне чакарма май панине темиçе фермăра сăнав ирттерсе ĕнентернĕ.

Хысна унитари предприятийĕ 10 çулта ик çĕре яхăн семинар ирттернĕ, вĕсене 7858 çын хутшăннă. Вĕсем Словакири, Нидерландри, Украинăри, хамăр çĕр-шыври вăйлă аталаннă ял хуçалăх предприятийĕсене, хресчен-фермер хуçалăхĕсене çитсе курнă. Чăваш Енри аграрисем 2008 çултан пуçласа пĕтĕм тĕнчери выльăх-чĕрлĕх тата ăратлăх ĕçĕн ятарлă куравне çулленех хутшăнаççĕ.

Тăпрари нÿрĕке упрас, çум курăкпа кĕрешес тата тухăç илес енĕпе йăлана кĕнĕ тата ресурс перекетлекен технологисене пĕр-пĕринпе танлаштарнă та çапла пĕтĕмлетÿ тунă, çурхи тулă туса илмешкĕн ресурс перекетлекен технологи топливăна 22: перекетлет. Пĕр центнер тырăн хăй хаклăхĕ 32,5 тенкĕ йÿнĕрех.

Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» сăнавпа кăтарту хуçалăхĕ» колхозра, Вăрнар районĕнчи «Санар» агрофирма» ОООра ирттернĕ тĕслĕхсем биогумуспа усă курни уй-хирте экологи енчен таса çимĕç туса илме май пуррине кăтартса панă. Çурхи тулăра - клейковина, çĕр улмире типĕ япала, крахмал виçи ÿснĕ, нитрат шайĕ 2 хут чакнă.

Тăпрана çавăрса пăрахса сухалас вырăнне тарăн кăпăшкалатса хăварни те пĕлтерĕшлĕ. Минерал удобренине вăрлăхпа пĕрле ÿсен-тăрана аталанмашкăн çеç шутлă хывнăран /точное земледелие/ «Санар» агрофирма» ОООри сăнав уйĕнче çĕр улми гектартан 419 центнер тухнă, ахальлинче - 354* пĕрчĕллĕ культура - 49,5 центнер, сăнав ирттермен лаптăкра вара - чылай сахалрах.

Çĕнĕ технологи тухăçа ÿстернипе пĕрлех удобрение нумай перекетлеме, продукци хăй хаклăхне пĕчĕклетме май парать. Тĕпчев тырă тухăçĕн 90: - 3-мĕш, ытти 2-мĕш класа ларнине палăртнă.

ХУП специалисчĕсем Патăрьел районĕнчи «Красное знамя» ЯХПКра темиçе те пулнă, сĕт туса илес, выльăх апачĕ хатĕрлес, пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнтерес енĕпе çине-çинех консультаци панă. Специалистсем сĕннипе хатĕрленĕ сенажа пула ĕнесем хĕлле ахаль апат çитернипе танлаштарсан талăкра 2 килограмм ытларах сĕт панă.

Предприяти инвестици проекчĕсен, хуçалăх ертÿçисене суйламалли конкурссен бизнес-планне те хатĕрлет. «Етĕрне-сĕт», «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ», «Акконд-агро», «Юрма» агрохолдинг» ОООсемпе ытти ял хуçалăх предприятийĕсенче ХУП хатĕрленĕ бизнес-плансене ăнăçлă ĕçе кĕртнĕ тата инвестици проекчĕсене пурнăçланă. Пур обћектра та çĕнĕ технологисемпе анлă усă кураççĕ. Ял хуçалăх производствинче инноваци хатĕрлевĕ анлăрах сарăлтăр, информаципе паллашчăр тесе сайт уçнă.

Ял хуçалăх продукцийĕн, минерал удобрени, ÿсен-тăрана хÿтĕлекен хими хатĕрĕсен, çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсен мониторингĕ кашни эрнерех иртет.

«Агро-Инноваци» ÿсен-тăран ĕçĕнче, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче усă курма ресурс перекетлекен технологисен 9 меслет сĕнĕвне хатĕрленĕ. Унăн ят-сумĕ «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ, «2008-2012 çулсенче ЧР агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварпа апат-çимĕç рынокне йĕркелесси» патшалăх программи ĕçленĕ тапхăрта уйрăмах ÿсрĕ.

ХУП «Регионсем - чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси» куравра ЧР Ял хуçалăх министерствин тĕп экспозицине хатĕрлеме хутшăннă, 2 диплома тивĕçнĕ. 2005 çултанпа çулленех чи лайăх 100 ял хуçалăх пĕрлешĕвĕ «Агро-100» клубăн мониторингне, 2009 çултанпа Раççей Ял хуçалăх министерстви пулăшăвĕпе «Çĕр улми» куравне ирттерет.

Саккăрмĕш çул кашни кварталта пĕрре «Агро-Инноваци» журнал тухать /редакторĕ - Нина Степанова/. 2009 çулта вăл облаçсемпе районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен Пĕтĕм Раççей конкурсĕн призерĕ пулнă. Журналăн пĕтĕм тиражĕ АПК ĕçченĕсен хушшинче хăвăрт саланать.

«Ĕçе пуçăнакан фермер», «Çемье выльăх-чĕрлĕх ферми» тĕллевлĕ программăсене хутшăнакансене предприяти специалисчĕсем виçĕ çул ырă сĕнÿ-канашпа, бизнес-плансем хатĕрлеме пулăшнă.

Паянхи кун «Агро-Инноваци» республикăри агропромышленноç комплексĕн организацийĕсене пысăк витĕм кÿнĕ май пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлекен информаци-консультаци центрĕсен пĕрлĕхĕ шутланать, хăйĕн тĕллевне чыслă пурнăçлать.

 

Сăн ÿкерчĕксене "Агро-Инноваци" архивĕнчен илнĕ

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика