Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ҫур ӗмӗр ытла трактор рулӗ умӗнче

05 июля 2019 г.

Ӗҫченлӗхӗпе чӑтӑмлӑхне кура вӑл тӗрлӗ парнене тата хисепе тивӗҫнӗ. Муркаш районӗнчи Иштерек ялӗнче пурӑнакан Раиса Калинина 17 ҫулта трактор рулӗ умне ларнӑ та паянхи кунччен те ҫӳрет. Ыттисене ҫак ӗҫе вӗрентнӗшӗн, ӳсӗмсем тунӑшӑн ӑна хӑй вӑхӑтӗнче Паша Ангелина ячӗллӗ парне панӑ. Сӑмах май, Чӑваш Енре ҫак наградӑна урӑх никам та тивӗҫмен.

Алена Алексеева, Никита Углев

Раиса Ивановна мӗн ачаран хӗрарӑм-трактористсем пирки ҫырнӑ хаҫат-журнала пӑхса хавхаланнӑ. Унӑн та вӗсем пек пулас килнӗ. Вӑл ҫӑмӑлрах ӗҫ те суйласа илме пултарнӑ пуль, анчах та хӑватлӑ техникӑпа ҫӳресси илӗртнӗ ӑна. Ҫавӑнпа пурнӑҫне ҫак профессипе ҫыхӑнтарнӑшӑн хӑйне телейлӗ тесе шутлать кинеми.

Раиса Ивановнан стажӗ 41 ҫул. Ӗҫлеме пуҫласан 1961-мӗш ҫулта тракторсем пачах урӑхла пулнӑ. Ытларах - тимӗр урапаллӑ, кабинӑсӑр. "Хальхисемпе танлаштараймӑн", - каласа парать вӑл. Ҫилтен, ҫумӑртан хӳтӗленес тесе кабинӑсене колхозра туса вырнаҫтарнӑ.
Темле ӗҫ те тунӑ колхозра трактористра вӑй хунӑ хӗрарӑм: ҫуракипе вырма вӑхӑтӗнче, утӑҫи ҫинче, вӑрман турттарас ӗҫре ялан хастар пулнӑ. Раиса Ивановна Муркаш тӑрӑхӗнче паллӑ ҫын. 3 ҫул каялла Акатуйра ӑна "Районӑн хисеплӗ ҫынни" ят панӑ.

Раиса Ивановна паян та руль умӗнче. Килӗнче кинемейӗн трактор пур. Унпа вӑл таҫта та ҫитсе килет. Тӑрук ҫӗмӗрӗлсе кайсан хӑех юсаса йӗркене кӗртет. Ку тӑрӑхра 74-ри кинемей хурҫӑ утпа иртсе кайнине курсан никам та тӗлӗнмест. Кӑҫал ҫуркунне ялта пурнакансене тракторпа ҫӗрулми лартма пулӑшнӑ. Ҫак яваплӑ ӗҫе ӑна шанать кунти халӑх. Колхозра ӗҫленӗ вӑхӑтра механизатор ӑсталӑхне чылай ҫынна вӗрентнӗ вӑл. Ҫакӑншӑн Раиса Калинина "РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ наставникӗ" ята тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех Паша Ангелина ячӗллӗ приза илнӗ. Сӑмах май, республикӑра пурӑнакансенчен ҫак наградӑна паянхи кунччен те урӑх никама та паман.

Раиса Ивановна мӑшӑрӗ ир ҫӗре кӗнӗрен икӗ ачана пӗчченех ӳстернӗ. Паянхи кун вӑл пысӑк та капмар ҫуртра кӗҫӗн ывӑлӗн ҫемйипе ыр курса пурӑнать.

Видео

Источник: ГТРК "Чувашия"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика