Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Агропромышленность комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче ял хуçалăх аталанăвне пĕтĕмлетрĕç

25 марта 2019 г.

Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес, урăх çĕршывсене сутмалли  продукци калăпăшне ÿстерес, патшалăх пулăшăвне кÿрес  ыйтусене çĕр ĕçченĕсем Республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа сÿтсе яврĕç. Вĕсем Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн тата  агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн пĕрлехи ларăвĕнче тĕл пулчĕç.
Çĕр ĕçченĕсем çуракине хатĕрленнĕ  вăхăтрах пĕрле пухăнса  иртнĕ çула пĕтĕмлетме май тупни паха. Ку кăçалхи аталану çул-йĕрне палăртма кирлĕ, - теççĕ ял хуçалăх министерствинче. Пĕлтĕр хресчене çăмăлах пулмарĕ пулин те, пĕтĕмĕшле кăтартусем япăх мар.
Кăçал та хыснаран пĕлтĕрхинчен сахал мар укçа – тенкĕ уйăрмалла. Тыр-пул, çĕр улми тухăçне  те ÿстерме тĕллев лартнă.  Пĕлтĕр хуçалăхсем 70 миллиард тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. „Енчен те пур районта та ку тĕлĕшпе тулли вăйпа ĕçленĕ пулсан, ку кăтарту тата пысăкрах пулĕччĕ“,  - терĕ Сергей Артамонов министр. Агропредприятисен инвентаризацине ирттересси пирки те пĕлтерчĕ вăл. Çакна тума ял хуçалăх организацисемпе фермерсем хăйсен ĕçĕ пирки пĕлтерсе тăманни хистет. Сăмахран, шута илнĕ 1361 фермертан 42 проценчĕ кăна паянхи кун яваплă ведомствăна документсем тăратать. Ыттисем мĕн ĕçлени паллă мар.
Хыт хура пусса илнĕ çĕрсемпе тухăçлă усă курас ыйту та çаплипех çивĕч. 2016-2018-мĕш çулсенче 70 пин ытла гектара пусă çаврăнăшне  кĕртнĕ. Анчах сухаланман лаптăксем чакса мар, ÿссе пыраççĕ. 2019-мĕш çул пуçламăшĕ тĕлне 45 пин те 300 ытла гектара шута илнĕ.   63 проценчĕ - муниципалитетсен харпăрлăхĕнче. Республика ертÿçи районсен пуçлăхĕсене çĕр лаптăкĕ валли хуçа шырамаллине каларĕ. „Цифра экономики“ наци проекчĕ те йĕрке тума  пулăшмалла.  
Ларура сÿтсе явмалли ыйту нумай пулчĕ: патшалăх пулăшăвĕ, çамрăксене ял хуçалăхне илĕртесси, ял пурнăçне лайăхлатасси. Тĕллевсем пысăк: 2024-мĕш çул тĕлне экпорта 50 миллион долларлăх ял хуçалăх продукцийĕ ăсатмалла. Эппин, хресченĕн тата тухăçлăрах ĕçлесе пымалла.
Салам сăмахĕсем валли те вырăн тупăнчĕ канашлура. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене патшалăх тата ведомство наградисемпе чысларĕç.
Журналистсен тÿпине те палăртрĕç. Агропромышленноç комплексĕнчи ĕç-пуçа çутатса тăракансен йышĕнче манăн ĕçтеш, çĕнĕ хыпарсен кăларăмне ертсе пыракан Екатерина Фомина пулчĕ. Вăл Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Источник: ГТРК "Чувашия"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика