Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьел районĕнче качака сĕтĕнчен сыр тума палăртаççĕ

19 ноября 2018 г.

Халитов фермерсем 2016 çултанпа çак выльăха ĕрчетессипе ĕçлеççĕ. Унтанпа 3 вите тунă, качака шутне 800 çитернĕ. Талăкне вăтамран кило ытларах сĕт паракан чĕр чунран мĕнле тупăш илме пулать? Сюжетра каласа кăтартăпăр.

Ирина Николаева, Семен Антонов, Михаил Солин

Çĕнĕ ĕçе пуçăниччен Шăнкăртамри Халитовсем тĕплĕ шутланă. Йĕпреç районĕнчи республикăри чи малтанхи качака фермине çитсе унти лару-тăрупа паллашнă, тăкаксене саплаштармалли, сĕте вырнаçтармалли майсене тĕпченĕ. Пирĕн çĕршывра çак выльăха усракан хуçалăх сахал пулни шăпах вĕсене ку ĕçе кӳлĕнме хистенĕ. Тĕрлĕ тăрăхран Зааненски текен ăрат илсе килнĕ. 3-мĕш çул ĕнтĕ качака ĕрчетессипе тăрăшаççĕ.

130 миллион тенкĕлĕх проект хатĕрлесе патшалăх программине хутшăнни Халитовсене шухăшланине пурнăçа кĕртме пулăшнă. Унпа килĕшӳллĕн фермер тăкакĕсен пĕр пайне бюджетран саплаштармалла.

Пĕрремĕш çулхине хуçалăхра пин выльăх вырнаçмалăх 2 вите хута янă, кăçал 500 качака путекки валли тепĕр ферма тунă. Технологисем тĕлĕшĕнчен те, хатĕрсемпе усă курассинче те кунта пурнăç таппипе тан пыраççĕ. Калăпăр, выльăх айне тарăн сий хуни витĕмлĕ. Грецирен сĕт сумалли аппаратсем кӳрсе килнĕ, чĕр тавара упрамалли 2 сивĕтекен хатĕр туяннă. Çулла хуçалăхра 450 качакаран 800 кило сĕт илнĕ. Халĕ выльăх пĕтĕ пулнăран, сăвăм палăрмаллах чакнă.

5 процент таран çуллă качака сĕчĕн 1 литрне фермерсем кÿршĕ регионсенче 60 тенкĕпе сутаççĕ. Хамăр республикăра ăна ĕне сĕчĕн хакĕпе çеç вырнаçтарма пулать. Çавăнпа хальлĕхе Халитовсем чĕр тавара эрнере 2 хут урăх тăрăхсене илсе каяççĕ. Çулталăк тăршшĕпех сăвăм пĕр шайра пултăр тесе фермерсем сăвакан качака шутне пин пуçа çитерес тĕллевлĕ.

Çитес çул районта сĕт тирпейлекен цех хута кайсан ĕç тата ăнмалла. Ăна Шăнкăртамра тума пуçланă. Проект хакĕ 83 миллион тенкĕ. Çав шутран çурри ытла - патшалăх пулăшăвĕ. Цехра качака сĕтĕнчен сыр, çавăн пекех ĕне сĕтĕнчен услам çу тума палăртаççĕ.

Патăрьел тăрăхĕнче халĕ пурĕ 8 пин те 400 ĕне. Ытларах пайĕ - ял халăхĕн. Районта кунсерен 109 тонна сĕт пуçтараççĕ. Чĕр тавара вырăнтах тирпейлес тĕллевпе çитес çул Хирти Пикшикре типĕ сĕт завочĕ тума пуçласшăн. Унăн хакĕ 50 ытла миллион тенкĕ. Предприятире талăкне 100 тонна чĕр тавар тирпейлеме май парĕ.

Источник: ГТРК "Чувашия"

Первоисточник: Источник: http://chgtrk.ru/news/21235

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика