Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хура тулпа çĕр улми юлнă

15 октября 2018 г.

Чăваш Енре пухса кĕртмелли хура тул тата çĕр улми юлнă. Хăш-пĕр хуçалăхра «иккĕмĕш çăкăр» япăх çитĕннĕ, çавăнпа тăкакланас мар тесе ăна кăларасшăн та пулман-мĕн. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура сăмах хускатрĕç. 

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çĕр улмине çĕр айĕнче хăварма юраманни пирки каларĕ.

Кĕрхи тырă культурисен пулас шăпи пăшăрхантарать. Хăш-пĕр анара вĕсем пĕтме пултарас хăрушлăх пур. Нÿрĕк пулманнипе шăтса вăй илеймен. Министр палăртнă тăрăх, специалистсем вăрлăх çĕр айĕнче сăмсаланса ĕлкĕреймен пулсан çуркунне шăтассине çирĕплетеççĕ, анчах хунав палăрма тытăннă тăк унашкалли хĕллехи сивĕре пĕтетех. Çавна май 2010 çулхи пек йывăр лару-тăру тепĕр хут килсе çапма пултарасси пирки те калаççĕ. Пĕтĕмпе вара республикăри хуçалăхсемпе фермерсем кăçал кĕрхисене 102,654 пин гектар акнă.

Республика ертÿçи Михаил Игнатьев çак инкек пырса тивекен хуçалăхсене вăрлăхпа тивĕçтересси пирки халех шутламалли пирки асăрхаттарчĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика