Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енре Китайпа пĕрлехи проект пурнăçа кĕрет

19 октября 2018 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Пăрачкав районĕнче «Сычуань — Чăваш Ен» агропромышленноç суту-илÿ компанийĕ» тулли мар яваплă общество Китайпа пирĕн республикăн пĕрлехи инвестици проектне пурнăçланă май парлак çĕре епле ĕçе кĕртнипе кăсăкланчĕ.

Сиява — Гарт саласене пĕрлештерекен автоçулпа пыратпăр. Икĕ енĕпех кăпăшлатса çемçетнĕ ана. Сарлаках мар вăл, вырăнĕпе çур çухрăма яхăн, вырăнĕпе — ытларах. Икĕ-виçĕ уйăх каялла çеç кунти лаптăка асфальт сарнă çул хĕррине çитиех вĕтлĕх сырса илнĕ иккен. Сухалама пăрахнăранпа çупа хĕл темиçе хут ылмашнăран çамрăк хурăнсемпе ытти йывăç çын кÿлепинчен темиçе хут иртсе тÿпенелле ярăнса хăпарнă. Китай инвесторĕ Çĕнĕ Шупашкарти «СУ—56» тата Пушкăрт Республикинчи «Жил-строй» тулли мар яваплă обществăсен подрядчикĕсене явăçтарса йывăр дискаторсемпе хальччен 1600 гектар çинче вĕтлĕхе тĕплеме ĕлкĕрнĕ. Вăл шутра 650 гектар çĕре культиваци тунă. 2018 çулхи утă уйăхĕнче ирттернĕ аукционта çĕнтерсе Сиява тата Кудеиха ял тăрăхĕсемпе 29 лаптăкри 4873 гектар çĕре 25 çуллăха тара илме килĕшсе татăлнă.

Гарт салине çывхарсах пыратпăр. Çамрăк йывăçсене пуçтарнă самаях пысăк купасем мĕлтлетсе юлаççĕ /«Çĕнĕ çул умĕн каснă пулсан мĕн чухлĕ укçа пулатчĕ», — терĕ журналистсенчен пĕри купасенче темĕн чухлех чăрăш выртнине асăрханă май/. Кунта çуркунне нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтерме палăртнă.

...Пăрачкав тăрăхĕнче мана 45 çул каялла виçĕ уйăх пурăнма тÿр килчĕ. Ун чухне ялсем аптрамастчĕç. Халĕ Гарт сали çинчен каласа кăтартма чĕлхе çаврăнмасть. Вăрçă кĕрлесе иртнĕ тейĕн — унта-кунта чалăш-тĕлĕш темиçе çурт ларать. Юрăри пек: «Ăçта кунта урам, ăçта кунта кил-çурт?» Министрсем /çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Александр Коршунов та çитнĕ/ килнине пĕлсе тĕл пулăва темиçе çын пуçтарăннă. Сергей Артамонов килĕшÿ епле пурнăçланнипе интересленчĕ. Инвестора шалупа вăхăтра татăлмаллине аса илтерчĕ. Çав вăхăтрах тавраллах тирпейсĕрлĕх хуçаланнине асăрхарĕ. «Юлашки вăхăтра субботнике эсир хăçан тухнă?» — ыйтрĕ министр тĕл пулăва пынисенчен. Тивĕçлĕ хурав тупăнмарĕ. Ял юхăнни кăна çитмен, халăхĕ те юлхавланнă. Ютрисем килсе ĕçлесе парасса, пулăшасса кĕтекен пулнă. Çавăнпах-тăр вырăнти халăх инвестор тупăннăшăн тем пекех савăннă. Çав вăхăтрах хăйсем хире тирпейлекен механизаторсем техникăна асфальт çул хĕррине лартнишĕн кăмăлсăр. «Ку вăхăтлăха, — ăнлантарчĕ Пăрачкав район администрацийĕн пуçлăхĕ Евгений Лебедев. — Вĕсене ĕç хыççăн вырнаçтарма ятарлă вырăн тупаççех».

«Сычуань — Чăваш Ен» агропромышленноç суту-илÿ компанийĕ» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Чжэн Хунтао парлак çĕрсене парăнтарма çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче пикеннине, шăнтичченех ĕçлеме хатĕррине пĕлтерчĕ. 6 пин пуç выльăх пăхма, вĕсем валли ытлă-çитлĕ апат хатĕрлеме вун-вун çĕнĕ ĕç вырăнĕ пулĕ.

Сĕте йышăнса тирпейлекен завода вара Пăрачкав тăрăхĕнче мар, Муркаш районĕнчи Москакасси ял тăрăхне кĕрекен Эхветкасси ялĕн çывăхĕнче çĕклеме палăртнă. Инвестора малтан Шупашкар енре çĕр сĕнсе пăхнă. Анчах вăл унăн кăмăлне кайман. Çав вăхăтрах республика влаçĕсене систермесĕр, вырăнти халăхпа канашламасăр «Руском» ООО харпăрлăхçирен 4 çĕр лаптăкĕ /40,6 га/ туяннă. Завода хута ярсан талăксерен 300-шер тонна сĕт тирпейлесшĕн. Кунти лару-тăрăва Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уçăмлатрĕ. Инвестици проекне пурнăçлама Китайран халăх шухăшланă пек йышлăн килмеççĕ. 2019 çулта чикĕ леш енчен 3 çынна явăçтарма çеç палăртнă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика