Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куславкка районĕнче çу кунĕсемпе тухăçлă усă кураççĕ

27 июня 2018 г.

Шăрăх çынсене аптратать пулин те, çĕр ĕçченне çакнашкал çанталăк савăнтарать кăна. Тухăç паха та вăхăтлă пултăр тесен ăшă та, нÿрĕ те кирлĕ. Куславкка районĕнчи уй-хирте техника шавĕ иртен пуçласа каçчен лăпланмасть. Çак кунсенче унта пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулса курчĕ.
 
Алиса Александрова, Владимир Синдеев
 
Куславкка тăрăхĕнче 120 ытла тонна утă çулса типĕтнĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç хуçалăхсенче малалла пырать. Çавăн пекех çак тапхăрта çĕре кĕрхи культурăсем акса хăварма хатĕрлеççĕ. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те ăнăçлă ĕçлеççĕ районта.

«Родина» хуçалăхра, сăмахран, хыт-хура пусса илнĕ çĕрсене йĕркене кĕртсе тухăç туса илессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал тепĕр 585 гектар тара илнĕ.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ ертсе пыракан предприяти çулран-çул аталанса пырать. Техника паркне те çĕнетсех тăраççĕ. Сăмах май, чи кивĕ трактор 2013-мĕш çулхи, пĕлтĕр  çанталăк хистенипе тырă çапса илмелли тата типĕтмелли техника туяннă, кăçал — 2 трактор. Ытларах хăйсен вăйне шанса ĕçлеççĕ хуçалăхра.

Уй-хирте ĕç çителĕклĕ. Çавăнпа хресченсем пĕр саманта та сая ярасшăн мар.

Источник: ГТРК "Чувашия"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика