Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хула пурнăçне мар, ялтинех килĕштертĕм»

27 декабря 2016 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланине республика çыннисем ырласа йышăнчĕç. Çитĕнекен ăру 10- 15 çулран пурнăçра мĕнле вырăн йышăнасси, халăх хуçалăхне епле аталантарасси ашшĕ-амăшĕ паян общество умĕнче пĕтĕм яваплăха туйса ырă витĕм кÿнинчен, ăс-тăнпа воспитани панинчен, пурнăç йĕркине хăнăхтарнинчен нумай килет. Ача-пăча çемьере аслисенчен ырă тĕслĕх илсе çитĕннине асра тытса пирĕн те лайăх енсемпе çеç палăрма тăрăшмалла.

 Канаш районĕнчи Энтрияль ялĕнче шăпах çавнашкал кил-йышпа тĕл пултăм. Николай Егоровичпа Ольга Михайловна Егоровсем виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Пурте çемьеллĕ, юратнă ĕçре тăрăшса вăй хураççĕ. Зоя, Марина, Татьяна тата Викентий вĕсене тăхăр мăнук парнеленĕ. Кĕçĕн ÿсĕмрисем канлĕ ватлăхра кил-тĕрĕшре кăштăртатса, ырă асаилÿсемпе йăпанса пурăнакансене вĕренÿри çитĕнÿпе савăнтарма тăрăшаççĕ.

Егоровсем çак кунсенче чун-чĕрене хавхалантарса ăшăтакан ырă хыпар илтрĕç. Аслă хĕрне Зоя Мироновăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2016 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнчи Указĕпе «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Киров ячĕллĕ ЯХПКра тĕп ветеринарта нумай çул ырми-канми тăрăшса вăй хураканскер Вăрнарти совхоз-техникумра /халĕ ял хуçалăх техникумĕ/, Хусанти ветеринари институтĕнче вĕреннĕ. Аппăшĕ пекех Марина ветеринар специальноçне алла илнĕ. Татьяна вара Шупашкарта тĕпленнĕ, Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче студентсене спортпа туслашса çирĕп сывлăхлă пулма вĕрентет.

Викентий Николаевич фермер пирки уйрăм калаçу пулĕ. Ăна темиçе эрне каялла çеç хута янă ферма çывăхĕнче тĕл пултăм. Строительсемпе ăмăртмалла тенĕ пек чупса кăна ĕçлет! Хăлха çунатти хĕрелмеллех çатăр сивве те туймасть /çав кун 25-26 градус сивĕччĕ/. Ĕç вĕçленсен килне кĕтĕмĕр. Пире Атнашран качча килнĕ арăмĕпе Маринăпа кĕçĕн ывăлĕ пĕрремĕш класра вĕренекен Арсентий кĕтсе илчĕç. Виçĕ ача çитĕнет ку кил-çуртра. Вунпĕрмĕш класри Кирилăн урок нумай, киле таврăнайман-ха. Анжела Канашри пĕр техникумра пĕлÿ пухать.

— Хула мана пĕчĕклех илĕртмерĕ. Ял пурнăçĕ, тăрăлтатакан тăри юрриллĕ уй-хир вара ачаранпах чуна çывăх. Кунта аттепе аннен, аслă аппасен витĕмĕ пысăк. Атте тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пенсие тухрĕ. Çав вăхăтрах килти хуçалăха та çирĕп тытать. Вĕлле хуртне пăхасси уншăн — чăн-чăн йăпану, чун уççи. Иленÿ мана та куçрĕ. Хушма хуçалăхра техникăсăр йывăр. Çуллен пыл сутса пухăннă укçапа Т-40 трактор туянтăм. Тавăрса пама çăмăл мар тесе кредитпа çыхланмарăм. Пурăна-киле хăватлăрах техника çине куçрăм. Анкарти вырăнĕнче çурт-хуралтă çавăрса мăшăрпа хамăр тĕллĕн хуçалăха аталантарма тытăнтăмăр. Пĕр ĕнерен виççе çитертĕмĕр. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче куçăнсăр майпа пĕлĕве тарăнлатрăм. Хастарлăх кĕнине туйсан выльăх йышне ÿстерес килчĕ. Фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕмĕр. Пĕлтĕр «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăпа гранта тивĕçрĕмĕр. Унпа тата хамăртан хушса 46 ĕне вырнаçмалăх ферма турăмăр, — хуçалăха ура çине епле тăратнипе паллаштарчĕ Викентий Николаевич. — Хальлĕхе 15 ĕне тытатпăр. Йыша çулсерен пысăклатса пырăпăр.

ХФХ 72 гектар çĕрпе усă курать. 20 га çинчи люцернăран утă хатĕрлет. Лаптăкăн пĕр пайне хуртсем валли хуратул, фацели акать, ыттинче урпа, сĕлĕ, тулă туса илет. Сенаж хывас тĕллевпе курăк ваклакан техника туянасшăн.

— Çĕнĕ çулта мĕн кĕтетĕр?

— Ĕнесем лайăх пăрулаччăр, сĕт ытларах антарччăр...

Калаçу вĕçленнĕ тĕле шкултан Кирилл таврăнчĕ. Вăл фермер ĕçĕнчен аякра тăманнине, автомашинăпа та, тракторпа та çÿреме пултарнине пĕлтĕм.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика