Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

10:18 13 октября 2018 г.

Агропромышленноҫ комплексӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!    

Сире професси уявӗпе – Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен про­мыш­лен­ноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗ­пе саламлатӑп!   

Хресчен ӗҫӗ нихӑҫан та ҫӑмӑл пулман, ҫавна пӑхмасӑр вӑл хӑйӗн хисеплӗхӗпе тата пурнӑҫра питех те кирлӗ пулнипе палӑрса тӑрать. Ҫӑ­кӑр ҫитӗнтерме тӑрӑшуллӑ та ӗҫчен ҫынсем ҫеҫ – тӑван ҫӗре пӗтӗм чунтан па­рӑннисем тата ӑна никамран ытла юратакансем – пултараҫҫӗ.

Чӑваш Республикин ҫӗр ӗҫченӗсен пултарулӑхӗпе ӗҫченлӗхне тата ырми-канми тӑрӑшулӑхне пула кӑҫалхи ял хуҫалӑх тапхӑрне тивӗҫлӗ кӑтар­тусемпе вӗҫленӗ.

Пухса кӗртнӗ тухӑҫ республикӑна паха тырӑпа туллин тивӗҫтерме май парать тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре кирлӗ выльӑх апачӗ валли те ҫитет.

Республикӑри ҫӗр ӗҫченӗсем сӗт, аш-какай, пахча ҫимӗҫ, ҫӗр улми, ҫу паракан культурӑсем туса илессине ӳстерсе пыраҫҫӗ. Хуҫа­лӑхсенче малта пыракан технологисене, производствӑпа тирпейлес ӗҫри лайӑх мел­сене ӗҫе кӗртеҫҫӗ, ку чухнехи пысӑк тухӑҫлӑ техника ту­я­наҫ­ҫӗ, инвестици проекчӗсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлаҫҫӗ, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ­сем йӗрке­леҫҫӗ.

Чӑваш Ен агропромышленноҫ комплексне патшалӑх паракан пулӑ­шӑвӑн калӑпӑшӗ 2018 ҫулта, 15 процент ӳссе, 2,7 миллиард тенке ҫитнӗ. Патшалӑх пулӑшӑвне тата ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсен  кал-кал ӗҫне пула отрасль тупӑшлӑ ӗҫлет.

Республика Правительстви ялти пурнӑҫ пахалӑхӗпе тата услови­йӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗп вырӑна хурать. Эпир шкулсемпе боль­ницӑсене, культура учрежденийӗсене ҫӗнетсе пырас, ҫулсем тӑвас, ял территорийӗсене йӗркене кӗртес ӗҫсене, ҫав шутра пуҫаруллӑ бюджет программине пурнӑҫланӑ шайра, малалла тӑсӑпӑр. Ҫакӑ пурте ял ҫын­нисене малашлӑхалла шанчӑклӑн пӑхма тата ҫӗнӗ пысӑк тӗллевсене пурнӑҫласси ҫинчен ӗмӗтленме май парать.

Мӗнпур ҫӗр ӗҫченне, механизаторсемпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчете­кесене­, тирпейлекен предприятисен ӗҫченӗсене ҫӗршывӑн апат-ҫимӗҫ хӑ­рушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ тӗллеве тухӑҫлӑн татса пама пулӑшнӑшӑн тав тӑватӑп. Эсир халӑха усӑллӑ та тутлӑ, экологи тӗлӗшӗнчен таса апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтеретӗр. Чӑваш Енре пурӑнакансем сирӗн пултаруллӑ ӗҫӗ­ре пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Вырӑнта туса кӑларакан апат-ҫимӗҫ регион тулашӗнче лайӑх сутӑнни те савӑнтарать.

Республикӑри пӗтӗм ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекене ӑнӑҫлӑ аталану, ырлӑх, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата пысӑк тухӑҫ сунатӑп! 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                         Михаил Игнатьев

 

 

Уважаемые работники агропромышленного комплекса, ветераны отрасли! 

Поздравляю вас с профессиональным праздником – Днем работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности!

Работа крестьянина никогда не была легкой, но всегда считалась почетным и жизненно необходимым делом. Вырастить хлеб под силу только рачительным людям – тем, кто сердцем любит родную землю и предан ей всею душой.

Трудолюбие, усердие, талант и самоотдача аграриев Чувашской Республики позволили завершить этот сельскохозяйственный год с достойными результатами.

Полученный урожай даст возможность полностью удовлетворить потребности республики в качественном продовольственном зерне и обеспечить животноводство кормами.

Республика наращивает мощности в производстве молока, мяса, овощей, картофеля, технических, масличных культур. В хозяйствах внедряются передовые технологии, принципы производства и переработки, закупается современная высокопроизводительная техника, реализуются инвестиционные проекты, создаются новые рабочие места.

Объемы государственной поддержки агропромышленного комплекса Чувашии в 2018 году выросли на 15 процентов, составив 2,7 млрд рублей. Благодаря вниманию государства и слаженной работе сельхозтоваропроизводителей отрасль становится прибыльной.

Для Правительства республики остаются первостепенными вопросы качества и условий жизни на селе. Мы продолжим обновление школ, больниц, учреждений культуры, строительство дорог, обустройство сельских территорий, в том числе в рамках программы инициативного бюджетирования. Это дает возможность селянам с оптимизмом смотреть в будущее и думать о реализации новых масштабных задач.

Благодарю всех земледельцев, механизаторов, животноводов, работников перерабатывающих предприятий за эффективное решение задач продовольственной безопасности страны. Вы обеспечиваете население полезными, вкусными, экологически чистыми продуктами питания. Жители Чувашии ценят этот нелегкий созидательный труд. Отрадно, что производимая в республике продукция пользуется спросом и за пределами региона.

От всей души желаю всем сельхозтоваропроизводителям республики доброго здоровья, процветания, благополучия, новых успехов и богатых урожаев!

 

Глава Чувашской Республики                      Михаил Игнатьев

Казенное унитарное предприятие Чувашской Республики "Агро-Инновации"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика